Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçалăхсен уй-хирĕнче

04 сентября 2015 г.

Районти хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Сентябрĕн 3-мĕшĕ тĕлне илсен, тĕш тырă культурисене 8056 гектар (84 процент) пухса кĕртнĕ.

Ку енĕпе «Новый путь» хуçалăх уйрăмах лайăх ĕçленĕ. 1133 гектар тырра пĕтĕмпех вырса пĕтернĕ. Ю.Никифоров, С.Терентьев, А.Петров, С.Егоров, С.Волков, О.Петров, Г.Петриков ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсем те çак ĕçе вĕçленĕ. Уй-хирте пурĕ 25 комбайн ĕçлет, тырă тухăçĕ - 22,5 центнер. «Алмаз» общество кăтартăвĕ лайăхрах - 30 центнер.

Çĕр улми 134 гектар (22 центнер) кăларнă. Ку ĕçе В.Журавлев, В.Узянов, С.Волков ертсе пыракан хуçалăхсенче лайăхрах йĕркеленĕ.

Кĕр тыррисене 1400 гектар (42 процент) акнă. «Новый путь», «Правда», «Авангард» хуçалăхсем, С.Волков хресчен-фермер хуçалăхĕ ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Кĕрхи çĕртме сухи 830 гектар çинче пурнăçланă. Сухалакан агрегатсем «Правда», «Алмаз», «Новый путь» хуçалăхсенче тухăçлă ĕçлеççĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика