Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăй-халĕ çăлкуç пек тапать

10 апреля 2015 г.

10 апреля 2015 г.

 

Юнтапа ял тăрăхне кĕрекен Пиçенер ялĕнче пурăнакан Зоя Павловна Кузьминичнăпа калаçу пуçарсан пурнăç çине урăх куçпа пăхма пуçларăм. Сакăр вун çулхи кинемейĕн вăй-халĕ çăлкуç пек тапса тăрать тейĕн. Сăмах патне кивçен кайма юратмасть вăл, апла пулин те шухăшласа, тĕплĕн калаçать. Зоя Павловна эпир пынă чухне ал ĕçĕпе аппаланатчĕ. Тирпейлĕ те вăр-варскер пĕр самант та ахаль лармасть. Красноармейски ялĕнчи Кушкă ялĕнче кун çути курнăскер çичĕ класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн тÿрех хуçалăхра ĕçлеме тытăннă.

- Пире мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Ача чухне шкултан таврăнсан пир сумкăсене хураттăмăр та тырă вырма уя васкаттăмăр, - каласа парать Зоя Павловна.

Вăл яланах малтисен ретĕнче пулма тăрăшнă. 1958 çулта Пиçенер ялĕн каччипе Николай Кузьминпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Кил хуçи арăмĕ чылай çул дояркăра, пăрусем пăхнă çĕрте, конюхра тăрăшнă, Анаткас Сурăмри кирпĕч заводĕнче тимленĕ. Николай Кузьмич та яваплă ĕçсенче вăй хунă, бригадирта тата ферма заведующийĕнче тăрăшса ĕçленĕ.

- Юнашар упăшкан амăшĕ тата унăн хунямăшĕ пулни чăннипех те çăмăллăхчĕ. Ачасене килте пăхакан пуртан вĕсене пăхса нумаях ларман. Хам пурăннă çулсенче икĕ çурт çĕклесе лартма вăй çитернĕ, - каласа парать кинемей.

Мăшăрĕпе пĕрле ултă ача çуратса пурнăçăн анлă çулĕ çине тăратнă. Анчах та упăшкипе нумаях пурăнайман вăл. Николай Кузьмич чире пула 1985 çулта вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Кузьминсен ачисем хăйсене кирлĕ профессисем суйласа илсе тĕрлĕ çĕрте тăрăшаççĕ. Халĕ Зоя Павловна вунă мăнукĕпе тата тăватă кĕçĕн мăнукĕпе савăнса пурăнать. Хăй каланă тăрăх, вĕсем кашни канмалли кунах яла килеççĕ.

Пушă вăхăт çукпа пĕрех Зоя Павловнăн. Çулĕсене пăхмасăр ĕне усрать, картишĕнче чăх-чĕп тытать. Каçхине сенкер экран умне ларса ал ĕçĕ тăвать: алсиш-нуски, капăрлатнă япаласем çыхать.

В.НИКИФОРОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика