03 марта 2015 г.
Çыннăн хăйĕн пурнăçĕнче темиçе чĕлхе те пĕлмелле. Иртнĕ эрнере районти шкулсенчи акăлчан чĕлхине вĕрентекенсем Элĕк шкулĕнче уçă уроксен фестивальне ирттерчĕç. Тÿресен пĕтĕмлетĕвĕ хыççăн çакă палăрчĕ: «Чĕреме ачасене парнелетĕп» номинацире Шĕмшеш шкулĕнчи Людмила Маркова, «Пултарулăхпа хавхалану» номинацире Юнтапари Валентина Серафимова, «Пĕлÿ тĕнчине çул хывар» номинацире Питĕшкассинчи Лариса Михайлова акăлчан чĕлхине вĕрентекенсем çĕнтерчĕç.
Педагогсем кашни хăйĕн темипе уçă урок ирттерчĕç. Л. Маркова «Спортăн экстремаллă тĕсĕсем» темăпа ертсе пынă урокра ачасем чылай çĕнĕ сăмах вĕренчĕç. В. Серафимова «Эпир çемьере телейлĕ» урокра аслисемпе çамрăксен хушшинчи çыхăнăва çутатса пачĕç. Л. Михайловăн урокĕ «Çветтуй Валентинсен кунĕ» ятпа иртрĕ. Уçă уроксем пурне те килĕшрĕç. Элĕк шкулĕнчи вĕренекенсен пĕлÿ шайĕ пысăк пулни палăрчĕ.
Наталья ТОЛМАЧЕВА,
методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета