09 марта 2015 г.
Патриотизм - çĕр-шыва юратни, тăван кĕтесе тата халăха хисеплени. Юнтапа шкулĕнче патриотизмла воспитани парассипе тĕрлĕ ĕç туса ирттереççĕ. Вĕренекенсем вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулаççĕ, тăван тăрăхра экскурсисем, класс сехечĕсем, паттăрлăх урокĕсем, халăхăн паттăрлăхĕ çинчен калаçусем ирттереççĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа тăваттăмĕш класра вĕренекенсем «Салтак тутăрĕ» тĕрлеме шутланă. Çак ĕçе ашшĕ-амăшĕ те хутшăннă. Тутăрсене алла тытсан вăрçăра паттăрлăх кăтартнă салтаксен пурнăçĕ куç умне тухса тăнăн туйăнать.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета