Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăхĕ иксĕлми, тĕрлĕ енлĕ

11 февраля 2015 г.

Юнтапари вăтам шкулта вĕренекен Анастасия Порфирьева çинчен район хаçачĕн страницисенче пĕрре мар çырса кăтартнă ĕнтĕ. Хальхинче те хастар хĕрĕн пултарулăхĕпе пурне те малалла паллаштарас килет.

Вун пĕрмĕш класра пĕлÿ илекен Настя вĕренÿре ĕлкĕрсе пырать. Предмет олимпиадисене хастар хутшăнать, тăтăшах çитĕнÿсем тăвать. Вĕренÿпе кану вăхăтне те шайлаштарса пырать. Вăл информаципе культура центрĕ çумĕнчи ташă ушкăнне тахçантанпах çÿрет, ăсталăха туптать. Унти тата шкулти мероприятисен ертÿçи те вăл. Чăвашла тата вырăсла тикĕс калаçакан хĕре тĕрлĕ ĕç шанаççĕ. Мал ĕмĕтлĕ Настя районти тата республикăри конкурссемпе фестивальсенче те хутшăнать. Яланах малтисен ретĕнче. Анастасия Порфирьева шкул пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Вăл ачасен «Надежда» пĕрлешĕвĕн министрĕ шутланать. Хаваслă хĕр пур мероприятие те савăнăç сĕмĕ кĕртет.

«Надежда» - хăйне евĕр ачасен пĕрлешĕвĕ, унта вĕренекенсем пуçтарăнса шкул пурнăçне интереслĕрех тăвассишĕн тăрăшаççĕ. Çак пĕрлешÿ шкул «республики» шутланать. Кунта вĕренÿ, лайăх ĕçсен, ĕçпе экологи, физкультурăпа спорт, культура министерствисем пур. Унта шутланакан кашни çамрăк хăйĕн ĕçне пĕлсе тата вăхăтра пурнăçласа пырать. «Надежда» пĕрлешĕвĕн вице-президенчĕ Марина Дуткина Настьăна шкулти мероприятисене йĕркелеме тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать.

- Эпир çулсеренех пиллĕкмĕш класра вĕренекенсене савăнăçлă лару-тăрура хамăр пĕрлешĕве илетпĕр. Вĕсемпе тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр, ялан çĕннине тата интереслине шырама тăрăшатпăр, - шкулти ĕç-хĕлпе паллаштарать Анастасия Порфирьева.

Пултаруллă хĕр ертсе пынипе вĕренÿ учрежденийĕнче кашни уява асра юлмалла йĕркелеççĕ. Çак пархатарлă ĕçре вĕренекенсене директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Лидия Григорьева пулăшса пырать. Нумаях пулмасть юнтапасем район центрĕнче шкул ачисем хушшинче иртнĕ КВНа хутшăнчĕç. Малтисен йышне лекеймерĕç пулсан та малашнехи тĕллевсене çирĕппĕн палăртса хучĕç.

Анастасия Порфирьева пĕр вырăнта лăпланса ларма юратмасть. Пур енĕпе те пултаруллă хĕрĕн тус-юлташĕ те нумай. «Орифлейм» кампанире çитĕнÿсем тăвать, «картлашкапа» çÿлелле хăпарать. Çамрăк район хаçачĕпе те туслă. Унăн статйисем тăтăшах пичетленеççĕ. Кăçал Настя вĕренÿре çитĕнÿсем тунăшăн уйăхсерен Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн стипендине илсе тăрĕ.

                                                 Вера МОРОЗОВА.

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика