Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăка ĕç хавхалану кÿрет

19 ноября 2014 г.

19 ноября 2014 г.

Чăваш Енре «Земство тухтăрĕ» программа вăй илсех пырать. Патшалăх яла ĕçлеме каякан 35 çула çитмен тухтăрсене хавхалантарма 1 миллион тенкĕ пама йышăннине Анаткас Сурăм ялĕнче пурăнакан Оксана Павлова та ырлать. Çирĕм виççĕри çамрăк тин çеç-ха Элĕкри тĕп больницăра шăл тухтăрĕнче ĕçлеме тытăннă.Амăшĕн çулне суйланă

 

Оксана мĕн ачаран тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. Нумай ачаллă çемьере кун çути курнăскер пиччĕшĕпе тата йăмăкĕсемпе «больницăлла» вылянă. Оксана вара яланах тухтăр вырăнĕнче пулнă. Хăй каласа панă тăрăх, урамри килсĕр, хуçасăр кушаксене те килне илсе кĕнĕ. Йăмăкĕсем чирленĕ пулсан, вĕсемпе пĕрле ларнă, çывăх çыннисен сывлăхĕшĕн куляннă. Чĕр чунсене те, çынсене те хĕрхеннĕ вăл. Пысăк чун-чĕреллĕ хĕр ача шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан тухтăр профессине суйласа илме тĕллев лартнă. Ку вара ахальтен мар. Унăн амăшĕ Ираида Николаевна та медицина ĕçченĕ. Вăл чылай çул Юнтапари пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче фельдшерта тăрăшать.  И.Павлова хĕрĕ тухтăр профессине суйланăшăн хĕпĕртенĕ, Оксанăна Шупашкарти Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме янă.

 

Практика - тăван районта

 

- Шкултан вĕренсе тухсан эпĕ шухăша путрăм. Манăн тухтăр та, журналист та пулас килетчĕ. Анне медицина ĕçченĕ пулнăран ун çулĕпе кайрăм. Уншăн халĕ пĕрре те ÿкĕнместĕп, - каласа пачĕ Оксана Павлова.

Виççĕмĕш курсра çамрăк практикăна тăван района килнĕ. Кунта ăна опытлă тухтăрсем хапăлласах йышăннă. Теорие лайăх пĕлекен хĕр практикăра та хăйне пур енчен те лайăх кăтартнă, ăсталăхĕпе палăрнă. Хăй пирвайхи хут пломба лартнине те лайăх астăвать Оксана. Кресло çине вăл хăйĕн йăмăкне Анютăна лартнă.

- Тĕлĕнмелле, ун чухне йăмăкăм манран хăрамарĕ те. Шанчĕ пулас. Вăл халĕ те эпĕ лартса янă пломбăпах çÿрет, - иртнине аса илчĕ О.Павлова.

Çамрăкшăн практика вăхăчĕ питĕ хăвăрт иртсе кайнă. Шăл тухтăрĕнче чылай çул пысăк опыт пухнă Валентина Майоровăпа Любовь Степанова ăна малтанхи утăмсем тума пулăшса пынă, кирлĕ сĕнÿсем панă. Хĕр тăван район больницинче ăсталăх шайне ÿстерни вĕренÿре те кирлĕ пулнă. Оксана интернатура пĕтерсен каялла кунта таврăнасса шутлама та пултарайман.

 

Ĕç хавхалану

кÿрет

 

Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнчен çеç ĕçлет-ха районти тĕп больницăра Анаткас Сурăм хĕрĕ.

Апла пулин те ĕçтешĕсемпе, хăйĕн патне килекен çынсемпе пĕр чĕлхе тупнă темелле.

- Хам çуралса ÿснĕ районта ĕçленĕшĕн чунтан савăнатăп. Çамрăксене валли «Земство тухтăрĕ» программа пурри те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă çамрăк тухтăрсене çул уçса парать, - хавхаланупа калаçрĕ тухтăр.

Хăйĕн патне килекенсемпе çамрăк хĕр çепĕççĕн калаçать, вĕсене шăлсене еплерех пăхмаллине ăнлантарать.

- Тухтăр ĕçĕ çăмăл мар, анчах та пархатарлă. Çынна пулăшни сăваплă, - хăйĕн шухăшĕсене пĕлтерет Оксана.

Нумаях пулмасть диплом илнĕ çамрăк хĕр района ĕçлеме килнишĕн пăшăрханмасть. Юратнă ĕç, çывăх çыннисем юнашар пулни, ĕçтешĕсем хавхалантарни ăна йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшнине асăнчĕ. Çынсене пахалăхлă пулăшу парасси уншăн тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Çавăнпа та пĕр вырăнта лăпланса лармасть, ялан çĕнни патне ăнтăлать: кĕнеке-журнал вулать, Интернетра кирлĕ те усăллă сайтсенче пĕлĕвне ÿстерме материалсем шĕкĕлчет. Куллен сакăр сехет тĕлне ĕçе васкать вăл. Виçĕ çул каялла водитель правине алла илнĕскер çăмăл машинăн рулĕ умне ларать.

- Эпĕ хама телейлисен йышне кĕртетĕп, мĕншĕн тесен килĕшекен профессипе ĕçлетĕп, - калаçăва вĕçлерĕ Оксана Павлова.

Ăсталăх пĕр самантрах килменнине ăнланать вăл. Çавăнпа та юратнă ĕçне хавхаланупа çÿрет, ĕçтешĕсенчен опыт илет.

Вера СИВВИ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика