Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç ветеранĕ хаçат-журнал вулать

22 ноября 2014 г.

22 ноября 2014 г.

Раиса Спиридонова Шураç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Йышлă çемьери сакăр ачаран чи асли вăл. Çавна май хĕр ача ашшĕ-амăшĕшĕн, кĕçĕннисемшĕн те шанчăклă пулăшакан вырăннех. Çап-çамрăклах ĕçре те хастар Раиса. Килти хуçалăхри пур ĕçсене те хаваспах хутшăннă.

Амăшĕ пĕчĕк хĕре «Таутово» колхоз уй-хирне те илсе тухнă. Раиса ял çыннисемпе пĕрле çум çумлать, утă та çулать, пуçтарать. Каярах ылтăн пек тырра пухса кĕртнĕ çĕртен, кĕрхи ĕçсенчен те юлман. Çапла ĕçчен хĕр пулса çитĕнет Раиса. Шкулта та тăрăшса вĕренет вăл, Мăн Вылăри вăтам шкула лайăх паллăсемпе пĕтерет. Хыççăнах - аслă шкула. Ачаллах ял хуçалăх ĕçĕсемпе туслашнăскер Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрет. Пĕлÿ тĕнчине пысăк хавхаланупа кÿлĕнет. Шел, аслă пĕлÿллĕ специалист пулма тÿр килмен ăна. Раиса çемьери йывăрлăхсене пула вĕренме пăрахать. Шураç хĕрĕ ĕçе Шупашкарти пир-авăр комбинатне кайса кĕрет. Малтанах вĕренекен, каярах пир тĕртекен пулса тăрать.

- Хула пурнăçне часах хăнăхрăм. Ĕçне те хăвăртах алла илтĕм. Темиçе станокпа та ĕçлеме шанатчĕç мана. Сменăри заданисене ирттерсе пурнăçлаттăм, - хавхаланса аса илчĕ Раиса Михайловна.

Шураç çамрăкĕ «Коммунизмла ĕç ударникĕ» тата ытти хисеплĕ ятсене тивĕçет. Ĕçри ÿсĕмĕ савăнтарнă, вăй-хал хушнă хĕре. Ахальтен мар хуларах пурăнас ĕмĕчĕ те çуралнă унăн. Анчах та шăпи урăхла тухнă пулсан мĕн тăвăн-ха; Пĕррехинче Раисăна ĕçтешĕ, Кивкас хĕрĕ Земфира, хăйсем патне хăнана илсе килнĕ. Кунта Шураç хĕрĕ çине куç хывакан тупăннă. Михаил Раисăна юратса пăрахнă. Пĕр-пĕрне кăмăллакансем часах туй та кĕрлеттереççĕ. Кивкас ялĕнче çамрăк çемье чăмăртанать.

Кил хуçи Михаил - механизатор. Техникăна чун-чĕререн парăннăскер уй-хирте суха тунă, тырă та акнă. Хăйĕн «хурçă учĕпе» тĕрлĕ груз турттарма та ÿркенсе тăман. Раиса та ял хуçалăх ĕçнех хутшăнать. Кулленех ял-йышпа пĕрле вăл, бригадир хушнине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Çамрăк хĕрарăм пуçарулăхĕпе, çаврăнăçулăхĕпе те палăрать. Унăн ырă енĕсене «Слава» колхоз ертÿçи те асăрхать, яваплăрах ĕç шанать. Çапла комплекслă бригадăна ертсе пыма пуçлать Раиса Спиридонова. Тăрăшуллăскер уй-хир ĕçченĕсемпе, сысна ферминче вăй хуракансемпе пĕр чĕлхе тупать. Кивкассем кĕске вăхăтрах тырă тухăçне ÿстереççĕ, ферма та тупăш пама пуçлать. Паллах, ертÿçĕ пултаруллă та хастар пулнăран.

Спиридоновсен çемйинче йыш хушăнсах пынă. Володя, Алеша, Валерий ывăлĕсем çут тĕнчене килни ашшĕ-амăшĕшĕн савăнăç . Хĕпĕртесе кăна пурăнмалла чухне сасартăк кĕтменни пулать - кил хуçи сасартăк сарăмсăр вилсе каять. Раиса Михайловна вăтăр тăхăр çултах мăшăрсăр юлать. Темĕнле йывăр пулин те хăйне алла илет виçĕ ача амăшĕ. Тĕпренчĕкĕсене сывă пăхса ÿстерессишĕн тимлет. Вĕсене пĕчченех пурнăçăн тĕрĕс çулĕ çине кăларать. Ял хуçалăх ĕçĕсене куллен хутшăннипе те хавхаланать, вăй-хал хушать Раиса Спиридонова. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хурса чыс-хисепе те, «Ĕç ветеранĕ» ята та тивĕçет.

- Халĕ йывăрлăхсем хыçа юлчĕç ĕнтĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă май хама канăçлăрах туятăп. Пушă вăхăта усăллă ирттерме тăрăшатăп, - хыпарларĕ Раиса Михайловна.

Вăл хаçат-журналпа питĕ туслă иккен, нумай кăларăма çырăнса илет. «Чăваш хĕрарăмĕ, «Хресчен сасси», «Сывлăх», «Пенсионер» хаçатсене, «Народный доктор», «1000 советов» тата ытти журналсене вулама кăмăллать.

- «Пурнăç çулĕпе» район хаçачĕ - маншăн чи юратни. Эпĕ ăна çулленех илсе тăратăп. Çитес çул та унпах пулма шутлатăп. Çак кунсенче ăна хаваспах çырăнтăм. Район хаçачĕн редакцийĕ ирттерекен лотерея вылявне те хутшăнатăп, - хушса хучĕ Раиса Спиридонова.

Е.САВЕЛЬЕВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика