19 ноября 2014 г.
19 ноября 2014 г.
«Перопа çырнине пуртăпа касма çук», - тенĕрен-ши район хаçачĕн редакцине кулленех тĕрлĕ шăпаллă çын кĕрсе тухать. Ниçта та пулăшу тупайманран, никама та чунне уçса парайманран калемçăсенче юлашки шанчăкне курать. Кашнин ыйтăвнех саккунпа килĕшÿллĕн хаçат страници урлă çутатма, татса пама тăрăшатпăр. Хăйне евĕрлĕ тĕпчев ĕçĕ ирттерсе хурав шыратпăр. Нумаях пулмасть редакцие Вырăс Сурăм салинче пурăнакан Владимир Николаевич Яковлев килнĕччĕ. Тăватă теçеткери арçын сăмахне мĕнле пуçламаллине пĕлмесĕр алла документсен пуххине тыттарчĕ. Вĕсене тишкернĕ май калаçу та йĕркеленчĕ.
Кукамăшĕн кил вучахне сÿнтерес темен
В.Яковлев 1974 çулта Вырăс Сурăм салинчех çуралнă. Хăй пĕлтернĕ тăрăх, ултă çула çитсен ашшĕ-амăшĕ Киров облаçне куçса кайнă. Вĕсемпе пĕрле ачи-пăчи те. Пĕве çитнĕ яш салтак пăттине те тутанса курнă. Челябинск облаçĕнчи Чебаркуль хулинче служба иртнĕ. Хĕсмете ăсаниччен водитель правине алла илнĕскерне госпитальте пĕр машина çирĕплетсе панă. Çар ретĕнчен таврăнсан вара ачалăхри вырăнсем тăтăшах аса килме пуçланă. Çитменнине тата Вырăс Сурăмĕнче пурăнакан ватă кукамăшĕ те хăнана чĕннĕ. Малтанлăха Володя вăхăтлăха çеç Вырăс Сурăмне килме палăртнă, кăштахран яланлăхах юлнă. 90-мĕш çулсенче Калинин ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕнче те ĕç шавĕ кĕрлесе çеç тăнă. Техникăна аван чухлакан çамрăка ГАЗ-52 автомашина шанса панă.
1997 çулта Владимир кÿршĕллĕ Вăрнар районĕнчи Уйкас-Юнтапа хĕрĕпе мăшăрланнă. Елизавета Александровна та вырăнти хуçалăх фермине дояркăна вырнаçнă. Ял хуçалăх предприятийĕн ĕçĕ хавшасан çемье Вырăс Сурăмĕнчи тĕп шкулта хуçалăх пайĕн заведующийĕн ĕçĕсене пурнăçланă. Çĕнĕ çыннăн та пĕр вăхăт райпо лавккинче сутуçăра, вырăнти шкулта поварта тăрăшма тивнĕ.
- Ялта пĕрре тĕплентĕмĕр те хуçалăх аркансан та, шкул хупăнсан та аякра телей шырама шутламарăмăр. Кукамай та кашнинчех хăйĕн кил вучахне упрама ыйтатчĕ те, ватă сăмахне тĕпе хутăмăр, - калаçăва тăсать яштака пÿ-силлĕ арçын.
Ачасем - пирĕн пуянлăх
Çемьешĕн ачасем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Вĕсенче-çке ăру тăсăмĕ, телей. Владимир Николаевич çемйинче те пилĕк пĕртăван ÿснĕ. Елизавета Александровнăсен ултă ача пулнă. Йышлă çемьере ÿснĕренех-тăр хăйсем те ултă пепкене кун çути парнеленĕ. 1998 çулхи Виталий Шупашкарти «Транстехстрой» техникумăн иккĕмĕш курс студенчĕ. Унтан пĕр çул кĕçĕнрех Кристина Юнтапари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта - тăххăрмĕшĕнче, 12-ри Максим улттăмĕш класра вĕренеççĕ. Улттăри Семен асăннă шкулăн хатĕрленÿ класне çÿрет. Çулталăкран иртнĕ Артемпа 3 уйăхри Злата килте.
Аслисем ашшĕ-амăшĕшĕн пулăшуçăсем вырăннех. Кристина акă канмалли кунсенче шăллĕсене пĕчĕк кукăль, икерчĕ, апат та пĕçерсе парать. Амăшĕ пушă мар чухне ĕнесем сума та ÿркенсе тăмасть. Виталий вара ашшĕпе кил хуçалăхри ытти ĕçсене пурнăçлать.
Редакцие вара çемье пуçлăхне пĕр ыйту илсе çитернĕ. Яковлевсем 2013 çулхи авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче нумай ачаллă çемье пулнăран кил-çурт условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе черете тăнă. Ун чухне çемьере пилĕк ача пулнă пулсан, кăçал татах йыш хушăннине çÿлерех асăнтăм.
Чи пĕлтерĕшли вара, В.Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, 1950 çулта тунă çуртра çулран-çул пурăнмалли условисем япăхланса пыни. Ачасем ÿснĕ май 26,9 тăваткал метрлă лаптăк та пысăк çемьешĕн хĕсĕкрех.
- Нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли ятарлă программăпа та пире кăçалах пÿрт лартса парайманнине пĕлтереççĕ. Мĕнле пурăнмалла; Сивĕ çуртра ачасем чирлесе ан кайччăр çеç, - ыйту çине ыйту панă май сăмахлать арçын.
Лару-тăрăва уçăмлатма çийĕнчех çула тухатпăр.
Черетленсе апат çиеççĕ, урок тăваççĕ
Эпир Яковлевсем патне çитнĕ чухне ачисенчен виççĕшĕ çеç килтеччĕ. Виçĕ уйăхри Злата амăшĕн аллинче тĕлĕретчĕ. Йăмăкĕ çывăрнă вăхăтра пиччĕшĕсем те шăп лараççĕ. Çитес çул шкул сукмакне такăрлатма пуçлакан Семен турă кĕтесĕ çывăхĕнчи сĕтел хушшинче сăрлатчĕ, Артем ăна сăнатчĕ.
Пысăках мар çуртăн пĕр кĕтесне кăмака йышăнать. Ăна темиçе çул каяллах çĕнетнĕ. Кăмака хыçĕнче икĕ хутлă кравать. Кунта аслăраххисем çывăраççĕ. Пÿлĕмре çавăн пекех пысăкрах тата пĕчĕкрех диван ларать. Япаласем хумалли тепĕр шифоньер. Кăмака умĕнче, тĕпел кукринче пĕр сĕтелпе тепĕр тумбочка. Холодильник валли вырăн юлманран ăна диванпа юнашар лартнă. Çапла майпа вара ачасене выляма, аташма пĕр пĕчĕк лаптăк çеç юлнă пÿртре.
Урайĕнчен те сивĕ вĕрнине тÿрех туятăн. Владимир Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, пÿрт никĕсĕ çĕрĕшсе кайнă, стена пĕренисем хушшипе те çил вылять. Вырăнăн-вырăнăн çĕтĕкпе те мăкланă, строительство «кăпăкĕпе» те хупланă. Çурт кĕтессисене тăмпа та сĕрсе пăхнă, çав-çавах усси çук.
Пÿлĕмре ăшă тытас тесе Яковлевсем ир-каç кăмака хутаççĕ, çитменнине тата электрохатĕрпе усă кураççĕ. 2013 çулхи пуш уйăхĕн вун иккĕмĕшĕнче Яковлевсен çурчĕ мĕнле лару-тăрура пулнине палăртса ведомствăсем хушшинчи комисси тĕрĕслев ирттернĕ. Пилĕк çынран тăракан ушкăн 1950 çулта лартнă çурт 70 процента яхăн кивелнине палăртнă. Унта юсав ĕçĕсем ирттерме май çуккине çирĕплетнĕ.
- 2011 çулта çĕнĕ çурт лартас тĕллевпе никĕс янăччĕ. Малтан анне вилчĕ, каярахпа татах та ĕçсем тупăнсах тăчĕç, вăй çитереймерĕмĕр стенисене хăпартма, - каласа парать В.Яковлев.
Кил хуçалăхра тытакан икĕ ĕне сĕтне укçа пултăр тесе вырăнти лавккана параççĕ. Унтан вара ачи-пăчине тивĕçлипе апатлантарма тĕрлĕ апат-çимĕç илеççĕ. Ÿсекен ачан вара купăста яшки çеç мар, пылак çимĕçне те, какайне те çиес килет. Уявсенче кил хуçи хĕрарăмĕ пĕçернĕ 4-5 кукăль чылай чухне кун каçмалăх та çитмест.
Лару-тăрăва уçăмлатас тĕллевпе Юнтапа ял тăрăхне кĕретĕп. Яковлевсем çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче, чăнахах та, черетре тăраççĕ. Анчах та федераци шайĕнчи программăпа килĕшÿллĕн укçа килмесен кунти ĕçченсем те, Яковлевсем кирек епле тăрăшсан та, нимĕн те туса параймаççĕ.
Черет çитмесĕр пулăшу пулаймĕ
Яковлевсен ыйтăвĕпех район администрацийĕн строительство пайне те çитрĕм. Çурт-йĕр лартма е туянма черете илессипе ĕçлекен ертсе пыракан специалист-экспертпа Лидия Ясковăпа калаçрăм.
- Вырăс Сурăмĕнче пурăнакан Яковлевсене, чăнахах та, пĕлтĕр çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмаллисен черетне илнĕ. Вĕсен ултă ача, килти çурт-йĕр кивĕ пулнине те пĕлетпĕр. Районти нумай ачаллă çемьесен йышĕнче черетре тăваттăмĕш вĕсем. Федераци программипе килĕшÿллĕн çулсеренех района йышлă ачасене çурт-йĕр лартса пама укçа килет. Ăна вара пĕр çемьене валлилăх çеç уйăраççĕ. Кăçал асăннă программăпа вуçех те укçа килмен. 2015 çулта вара 3 миллиона яхăн укçа пăхса хăварнă. Çак сумма черетре тăракан тепĕр ултă ачаллă çемьене çурт лартса пама е хваттер туянма кайĕ, - ăнлантарчĕ Лидия Николаевна.
Кăçал федерацин ятарлă программипе Тавăтри нумай ачаллă çемьене çурт лартса парас ĕçе вĕçленĕ. Строительство ĕçĕсене вара пĕлтĕрех пуçăннă пулнă.
Эльвира КУЗЬМИНА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета