08 мая 2014 г.
Юнтапа ял тăрăхĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисен ячĕпе 7 палăк лартнă. Вĕсене юсаса çирĕплетессипе, йĕри-таврашне тасатса-тирпейлесе тăрассипе вырăнти депутатсемпе ял старостисем, педагогсемпе шкул ачисем, хастар та ÿркенмен çынсем пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ.
Палăксем - пирĕн астăвăм, вĕсем Тăван çĕр-шывăн историне тарăннăн тĕпчесе тишкерме пулăшаççĕ, хаяр вăрçăн йывăр çулĕсенче çĕр-шыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн хăйсене шеллемесĕр кĕрешнине, тăшмана паттăррăн çĕнтернисене хисеплеме ас тутараççĕ.
Юнтапа ял тăрăхĕнче Аслă Çĕнтерÿ 69 çул тултарнине чыслăн кĕтсе илме хатĕрленсе çитнĕ ĕнтĕ: палăксене сăрланă, картишсемпе сапурсене юсанă, йăрансем туса чечексем лартнă. Ял çыннисем Çĕнтерÿ митингне тулли кăмăлпа тухĕç.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета