02 апреля 2014 г.
2013 çулта районти культура учрежденисем пурĕ 5401 мероприяти ирттернĕ. 2012 çулхипе танлаштарсан 335 мероприяти сахалрах.Культурăпа кану çурчĕсенче тÿлевлĕ мероприятисем ирттересси ÿссех пырать. 2012 çулхипе танлаштарсан 98 мероприяти ытларах пулнă.
Ачасемпе çамрăксене ытларах ташăпа эстрада тата ал ĕçĕ илĕртет. Районта ал ĕç маçтăрĕсемпе ÿкерме кăмăллакансем пурĕ 128-ăн шутланаççĕ.
2013 çулта районта 15 отчетлă семинар иртнĕ. Унта тĕрлĕ шайри специалистсем чылай актуаллă ыйтупа тухса калаçнă, 840 çын хутшăнни паллă. Республика пĕлтерĕшлĕ семинарсенче 53 çын хăйсен пĕлĕвне ÿстернĕ. Республика шайĕнче иртнĕ 6 конкурсран районти культура учрежденийĕсем 3-шне çеç хутшăннă. 2012 çулта Мăн Вылăри, Тенири, Чăваш Сурăмĕнчи культура çурчĕсен коллективĕсем тата Элĕкри информаципе культура центрĕн ĕçченĕсем республикăри мĕн пур конкурса хутшăнса палăрнă. Çавăн пекех 2012 çулта «Валинке» фольклор коллективĕ Коми Республикинче Пĕтĕм тĕнчери «Завалинка» фестивальте пĕрремĕш вырăн йышăннă. Элĕкри халăх театрĕ Пĕтĕм Раççейри фестивальте Гран-прие тивĕçнĕ.
2013 çулта районта тата республика шайĕнче чылай мероприяти иртрĕ. Мăн Вылăри культурăпа сывлăх центрĕ, Чăваш Сурăмĕнчи, Тенири, Юнтапари информаципе культура центрĕсем нихăш мероприятирен те юлмаççĕ.
Тĕрлĕ конкурс-фестивальсем ирттерни халăх пултарулăхне курма, çавăн пекех авалхи йăла-йĕркесене пĕлме май парать.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета