08 февраля 2014 г.
Нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче Элĕкри культурăпа кану центрĕнче анлă канашлу иртрĕ. Унта социаллă пурнăçпа экономикăн пĕлтĕрхи аталанăвне тишкерчĕç, малашнехи тĕллевсене палăртрĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов 2013 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе отчет туса пачĕ. Кăтартусем çакăн пек: 2013 çулта район бюджечĕ 295 миллион та 919 пин тенкĕ пулнă (2012 çулхипе шутласан, ÿсĕм 103,8 процент). Тăкаксем – 286 миллион та 13 пин тенкĕ (ку вăл планпа пăхнин 93,3 проценчĕ). 2013 çулхи инвестицисен калăпăшĕ – 298,1 миллион тенкĕ.
Иртнĕ çул, малтан шутласа пăхнă тăрăх, тĕш тырăсене пĕтĕмпе 11,8 пин тонна, çĕр улмине 29,2 пин тонна пухса кĕртнĕ. Кайăк-кĕшĕк какайне 2,6 пин тонна туса илнĕ (ÿсĕм – унчченхи çулхинчен 100,6 процент).
2013 çулта АПКна аталантарма федераци бюджетĕнчен 38,3 миллион тенкĕ уйăрса панă, çак шутран хамăр республикăран – 16,6 миллион тенкĕ.
Таварçаврăнăшĕ 472 миллион та 933 пин тенкĕпе танлашнă (ÿсĕм – 2012 çулхинчен 2,4 процент). Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра районта ĕçлекенсен 30,6 проценчĕ вăй хурать. Вĕсем иртнĕ çул 123 миллион та 200 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă (2012 çулхипе танлаштарсан – 74,8 процент).
Иртсе кайнă çулталăкра районта 274 пепке çуралнине шута илнĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов ял хуçалăхне, экономикăна, строительствăна аталантарас, бюджета çирĕплетес, культурăпа спорта пулăшас ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.Канашлăва килнисем доклада сÿтсе явма хастар хутшăнчĕç. «Район бюджетĕнчи тăкаксен алă проценчĕ вĕренÿ çине каять, çав вăхăтрах коммуналлă хуçалăха тытса тăма вун икĕ процент кăна уйăрнă. Сахал мар-и;», – ыйтрĕ министр. «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Ку тĕлĕшпе инвесторсене ытларах явăçтарасшăн», – хуравларĕ А.Куликов. «Шĕмшешри 18 хваттерлĕ çурта хăçан хута ярĕç;» – кăсăкланчĕ В.Анисимов. «Çитес вăхăтра Шĕмшеш ял тăрăхĕн пуçлăхне суйламалла пулать. Çĕнĕ ертÿçĕпе 18 хваттерлĕ çурт ыйтăвне татса парассипе тивĕçлипе ĕçлесшĕн», – терĕ Александр Николаевич. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.Ванеркин Элĕкри бизнес-инкубатор ĕçĕ-хĕлĕпе интересленчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ бизнес-инкубаторăн çурчĕн нумай пÿлĕмне уйрăм предпринимательсем йышăннине, çав вăхăтрах пушшисем те пуррине пĕлтерчĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ Н.Сергеев Вутланпа Вăрманкас тата Татмăш ялĕсенче пурăнакансене Ехремкасси ял тăрăхне кайса килме Упа çырми урлă каçма кĕпер тата çул кирлине, Вутлан шкулĕн автобус çуккине, çавăнпа Татмăшпа Вăрманкас тата Тăвăш Юнтапа ачисен темиçе çухрăм утма тивнине, Вырăс Сурăм шкулĕ пушă ларнăран унта ача сачĕ уçма май пуррине каларĕ. Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ М.Янковский депутатăн сĕнÿ-ыйтăвĕсене тĕплĕн тишкерсе шута илме пулчĕ.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Владимир Мидуковпа Николай Ванеркин район иртнĕ çулта ĕçленин кăтартăвĕсене тишкерсе ырă сĕнÿсем пачĕç.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Янковский район ертÿçисем умĕнче тăракан чылай тĕллевсене палăртрĕ, демографи ыйтăвĕсем çинче те чарăнса тăчĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха аталантармалли регион программисене туллинрех хутшăнма сĕнчĕ.
– Пĕтĕмĕшле илсен, Элĕк районĕ малаллах каять, ÿсĕмсем, ăнăçусем пур, ÿлĕмрен те йывăрлăхсене çĕнтерсе пырасса шанас килет, – терĕ М.Янковский.
Ĕçре палăрнă В.Узянов фермера ЧР ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысларĕç. Çавăн пекех район çамрăкĕсене пуçарулăхпа пултарулăхри ăнтăлушăн стипендипе хавхалантарнине ĕнентерекен свидетельствăсем пачĕç.
Канашлу хыççăн культура çулталăкне уçрĕç. Районти пултарулăх çыннисем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета