31 декабря 2013 г.
Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул бази çинче кăçалхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕпе раштавăн 18-мĕшĕччен шкул ачисен 21 предмет олимпиади тата кĕçĕннисен интелектуаллă вăййисем иртнĕ. Раççей шайĕнчи олимпиадăсен районти тапхăрĕнче 13 шкулти 7-11 классенчи 992 вĕренекен хутшăннă. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 935 ача ăс-хакăлне тĕрĕсленĕ. Предмет комиссийĕн членĕсем 68 çĕнтерÿçĕпе 170 призера палăртнă. Призерсен шучĕпе Элĕкри вăтам шкул пĕрремĕш вырăн йышăнать. Асăннă вĕренÿ учрежденийĕн 36 çĕнтерÿçĕпе 60 призер. Çиччĕмĕш класра вĕренкен Наталия Волкова тÿрех ултă предметпа пĕрремĕш вырăна тухнă. Акăлчан чĕлхипе, вырăс литературипе, математикăпа, обществознанипе, вырăс чĕлхипе, тăван ен культурипе чи нумай балл пухнă. Биологипе, географипе, историпе, технологипе призерсен йышне лекнĕ. Юнтапари вăтам шкул вара иртнĕ çулхи пекех кăçал та иккĕмĕш вырăнта. Вĕсен 11 çĕнтерÿçĕ тата 25 призер. Олимпиадăсен кăтартăвĕсем тăрăх тавăтсем виççĕмĕшсем: 7 çĕнтерÿçĕ, 25 призер.