25 декабря 2013 г.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни районта паллă вырăн йышăнать. Отрасль мĕнле аталанса пынине вун пĕр уйăхри кăтартусем аван кăтартаççĕ. Мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче пурĕ 2382,29 тонна аш-какай, 23733,4 тонна сĕт туса илнĕ. Пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан, аш-какай – 100,2 процент, сĕт – 100,3 процент. Ял хуçалăх предприятийĕсем 358,8 тонна аш-какай туса илме пултарнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 102,8 процента çитернĕ. Кăçалхи вун пĕр уйăхра сĕт туса илессипе те япăх мар ĕçленĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсен ку хисеп 3439,7 тоннăпа танлашать. Урăхла каласан, сĕте, малтанхи çулхипе танлаштарас пулсан, ытларах суса илнĕ. Ăнăçлăх ял хуçалăх предприятийĕсем лайăх ĕçленинчен килнĕ. Кашни ĕнерен вăтамран 4417 килограмм сĕт суса илнĕ. Ку кăтарту та пĕлтĕрхинчен лайăхланнă, 379 килограмм ытларах сунă. Сĕт сăвассипе «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем лайăх ĕçлеççĕ, аш-какай туса илессипе вара «Новый путь» хуçалăхăн кăтартăвĕ ырă тĕслĕх пулса тăрать. Ăнăçлăх, паллах, выльăх-чĕрлĕх йышĕнчен те нумай килет. Кăçалхи декабрĕн пĕрремĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăхсем пурĕ 10581 пуç шутланнă, вĕсен шутĕнче ял хуçалăх предприятийĕсенче – 2113 пуç. Мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче ĕнесен йышĕ 5414 пуçпа танлашать, ял хуçалăх предприятийĕсенче – 694 пуç.
Сыснасене илес пулсан, мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче вĕсен шучĕ 1723 пуç шутланать. Çавăнтан ял хуçалăх предприятийĕсенче – 396 пуç. Мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче пурĕ 10526 пуç сурăх, ял хуçалăх предприятийĕсенче – 674 пуç. Выльăх-чĕрлĕх шучĕ палăрмаллах ÿсни те куç кĕрет. Мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ «Новый путь» ял хуçалăхĕнче тата «Рабия» Агрофирмăра» пысăкланнă, «Правда» тата «Авангард» хуçалăхсенче вара сыснасен шучĕ нумайланнă.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче мăйракаллă шултра выльăхсем вăтамран талăкра 590 грамм ÿт хушаççĕ пулсан, сыснасем – 413 грамм. Ку енĕпе «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсен лайăх кăтартусем. Сысна ĕрчетессипе «Новый путь» тата О.Петров хресчен-фермер хуçалăхĕ ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ.
Кăçалхи вун пĕр уйăхра мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче 708 пуç пăру тата 940 пуç сысна çури хушăннă.
Халĕ хуçалăхсем умĕнче выльăх-чĕрлĕхе епле хĕл каçарасси тĕп тĕллев пулса тăрать.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета