16 декабря 2013 г.
Культурăпакануучрежденийĕсемхушшинче «Илемехамăралăпатăвар» смотр-конкурсăнпĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ. Конкурса культура учрежденийĕсен территорийĕсенче хăтлăх тата тирпей-илем кĕртес тĕллевпе ирттернĕ.
«Чи лайăх капăрлатни» номинацире Мăн Вылăри информаципе культура центрĕ пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Юнтапари ял библиотеки – иккĕмĕш, Крымсарайкăри информаципе культура центрĕ виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç.
«Чечек лапамĕсемпе кану вырăнĕсене, газонсене ăста илемлетни» номинацире ишпарайкăсем палăрчĕç. Чăваш Сурăмĕнчи тата Шĕмшешри информаципе культура центрĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.
«Чи лайăх культурăпа кану учреждени» номинацире Мăн Вылăри культурăпа сывлăх центрĕ çĕнтерчĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета