26 октября 2013 г.
Вырăс Сурăм салипе юнашар вырнаçнă пысăках мар Сатлайкăра пурăнакан Пелагея Иванова 90 çул тултарчĕ. 1946 çулта кÿршĕ хĕрарăмĕ çамрăк хĕре Элĕк районĕнчи Сатлайкка йĕкĕчĕпе Софрон Ивановпа паллаштарать. Тепĕр çултан мăшăрланаççĕ те хĕрпе каччă, Сатлайккăра пурăнма пуçлаççĕ.
Пĕрне-пĕри килĕштерсе Софронпа Пелагея 6 ача пăхса ÿстереççĕ. Шел, Викторпа Алевтина çут тĕнчерен уйрăлнă ĕнтĕ. Çемье пуçĕ Софрон Ефимович Калинин ячĕллĕ хуçалăхра счетоводра ĕçленĕ, Пелагея Александровна пăрусем пăхнă. Çавăн пекех кил управçи райпо тытăмĕнче те нумай çул тăрăшнă. Софрон Ефимович вара 2006 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă.
Ялти чи ватă çынна 90 çулхи юбилей ячĕпе саламласа район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Э.Николаев Раççей Президенчĕ Владимир Путин ятран çырса янă салам çырăвне панă, телей суннă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета