26 октября 2013 г.
Çĕр-шывăн тĕп хулинче – Мускаври ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче «Чи лайăх çыру урокĕ» ятпа Пĕтĕм Раççейри конкурс иртнĕ. Унта Юнтапари пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул педагогĕ Альжбета Николаевна Краснова та хутшăннă.
Финала пĕтĕм çĕр-шывран конкурсра призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсем пухăннă. Кусем вĕсем – пултаруллисенчен те пултаруллисем. Ара, конкурс пынă вăхăтра, 2012 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи çурла уйăхĕччен, пурĕ 110 пин ытла пултарулăх ĕçĕ пырса çитнĕ вĕт-ха. Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн ректорĕ Виктор Садовничий ертсе пыракан жюри вĕсенчен чи лайăххисене суйласа илнĕ.
Пĕтĕм Раççейри конкурс темисем тĕрлĕрен пулнă. Альжбета Николаевна тĕп хуларан çĕнтерÿпе таврăннă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета