Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене сиен кÿрекен информацирен хÿтĕлемелле

19 октября 2013 г.

Юн кун районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ Сергей Шелтуков тата район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Эдуард Николаев Юнтапа ял тăрăхĕнче пулчĕç, вырăнти халăхпа курса калаçрĕç.Министр çумĕ Сергей Сильвестрович чи малтанах Чăваш Республикинчи халăха «пĕр чÿрече» принципĕпе патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем парасси çинче чарăнса тăчĕ. Халĕ ялсенчи чылай тĕслĕх библиотекăсенче «пĕр чÿрече» пункт ĕçлеме пуçланă. Унăн тĕллевĕ – граждансене электрон хутшăнăвĕн тытăмĕпе усă курса патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтересси. Çынсем ялтан тухмасăрах библиотекарьсем урлă документсене кирлĕ çĕре çитерсе хурав илме пултарĕç.

Паянхи кун ачасене вĕсен сывлăхне тата аталанăвне сиен кÿрекен информацирен хÿтĕлесси тĕп вырăна тухса тăрать. С.Шелтуков каланă тăрăх, сиенлĕ Интернет-сайтсем уйрăмах вĕренекенсен ăс-тăнне хавшатаççĕ, психикине япăх витĕм кÿреççĕ. Ашшĕ-амăшĕн Интернетри информаци тĕлĕшпе ачисене хÿтлĕхпе тивĕçтермелле. Ывăлĕ е хĕрĕ компьютер умĕнче мĕн чухлĕ ларнине сăнамалла. Унсăрăн çул çитмен хăш-пĕр çамрăксем хăйсем сисмесĕрех тĕрлĕ «серепене» лекме пултараççĕ. Министр çумĕ Чăваш Республикин патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри çынсене сывă пурнăç йĕркине явăçтарасси пулнине палăртрĕ. Спорт – обществăра çирĕпленнĕ киревсĕр йăласемпе кĕрешмелли чи ансат мел. Тăлăх ачасене хÿтĕлес тĕлĕшпе патшалăх политикине пурнăçа кĕртмелли мерăсемпе те паллаштарчĕ.

Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Эдуард Николаев çитес çулшăн подписка тапхăрĕ мĕнле пынине каларĕ, ял хуçалăх ĕçĕсемпе çыхăннă ыйтусене çĕклерĕ.

Тĕл пулăва пухăннисенче ял урамĕсенче асфальт çул çукки пăшăрхантарчĕ. Çавăнпа та кĕркуннехи йĕпе-сапа вăхăтĕнче çуран утма та кансĕр.

Информаци ушкăнĕ çавăн пекех Юнтапа шкулне кĕрсе курчĕ, кунти ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашрĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика