16 октября 2013 г.
Икĕ юратакан чĕре пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннине мĕн çиттĕр; Пĕчĕк ача çуралса пĕрремĕш сасă кăларни нумайăшĕшĕн чăн телей пулса тăрать. «Арçын ача е хĕр ача;» – час-часах ыйтаççĕ ашшĕпе амăшĕнчен тăванĕсемпе юлташсем. Ача çурални – паллă пулăм. Кăçалхи октябрĕн 10-мĕшĕнче районти ЗАГС пайĕ 150-мĕш ачана регистрацилерĕ. Кивкасра пурăнакан Виталий Алексеевичпа Дина Владиславовна Ивановсен Андрей ывăлĕ кун çути курнă. Андрей – çемьере тăваттăмĕш ача. Пĕчĕк шăпăрланăн килĕнче Ирина, Полина, Карина аппăшĕсем пур.
ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем Ивановсене ывăл çуралнă ятпа саламларĕç, çурални çинчен калакан свидетельствăна панă май пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета