05 октября 2013 г.
Çак кунсенче эксперт комиссийĕ шкулсем тата педагогика ĕçченĕсем хушшинче кăçалхи çулшăн район администрацийĕн пуçлăхĕн грантне çĕнсе илме тăратнă вун пĕр ĕçе пăхса тухнă. Вĕсенчен саккăрăшĕ учительсенчен, виççĕшĕ воспитательсенчен пулнă. Комисси пĕр шухăшлă çĕнтерÿçĕсене çаксене палăртнă: Татьяна Петухова – Элĕк шкулĕнче технологи вĕрентекен; Зоя Леонтьева – Юнтапа шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен; Зоя Федорова – Ураскилт шкулĕнчи вырăс чĕлхипе литература учителĕ; Светлана Петрова – Элĕкри «Çăлкуç» ача сачĕн воспитателĕ.
Грант – хисеп кăна мар, хушма пулăшу та.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета