10 сентября 2013 г.
Иртнĕ шăмат кун районта йăлана кĕнĕ «Нацисен кросĕ» спорт уявĕ иртрĕ. Элĕкри чупăва пурĕ 621 çын хутшăнчĕ.
Спорт уявне район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, СССР тата Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ, РФ физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виктор Семенов (хамăр ентеш – Мăн Вылăран), «Хĕлхем» директорĕ Валерий Сергеев уçрĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ пурне те лайăх кăмăл, пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕ.
Чи малтанах чупу çулĕ çине, вăл 2014 метр, предприятисемпе организацисен ертÿçисем тухрĕç. Арçынсенчен ку ушкăнра Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Ефремов, Мăн Ямаш шкулĕн директорĕ Олег Данилов, районти полици начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Константинов малтисем пулчĕç. Хĕрарăмсенчен чи çивĕччисем – Элĕкри литературăпа таврапĕлÿ музейĕн директорĕ Светлана Железнова, ача-пăча искусство шкулĕн ертÿçи Зоя Васильева тата Йăлкăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Иванова.
Шкул ачисем те аслисенчен юлмарĕç. Тĕрлĕ ушкăнсенче тупăшрĕç вĕсем.
Кун хыççăн эстафетăна хĕрарăмсем тухрĕç. Чупура чи малти – Ураскилт ял тăрăхĕнчи Валентина Убасева, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Г.Исаев фермер хуçалăхĕнчи Ирина Ивановăпа Элĕк шкулĕнчи Ирина Николаева.
18-39 çулсенчи арçынсенчен Питĕшкасси шкулĕнчи Никита Макаров, Шĕмшеш ял тăрăхĕнчи Илья Михайлов, райпори Сергей Прокопьев палăрчĕç.
35 çултан иртнĕ хĕрарăмсенчен чи çивĕччисем камсем тетĕр-и; Акă вĕсем: Ольга Дубинина (район администрацийĕ), Ольга Федоровăпа (Тавăт шкулĕ) Алина Комиссарова (Тавăтри «Пучах» ача-пăча сачĕ).
40 çултан иртнĕ арçынсенчен Виталий Максимов (Юнтапа шкулĕ), Сергей Михайлов (Карачура шкулĕ), Владимир Афанасьев (ветеринари участокĕ) малтисем пулчĕç.
«Наци кросĕн» чи çамрăк чупуçи – Йăлкăшри 5 çулти Никита Якимов, чи асли вара – Элĕкри 81 çулти Никита Ларионов.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чысларĕç.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета