Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эстафетăра – спортпа туслисем

11 сентября 2013 г.

Пире мĕн ачаранах спортсывлăх çăл куçĕ, вăл пурне те сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтарать тесе вĕрентеççĕ. Ку ырă йăла хальхи вăхăтра сарăлнăçем сарăлсах пырать. Районта сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес тĕллевпе тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсене ирттереççĕ.

Акă, авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Пурнăç çулĕпе» райхаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ çăмăл атлетика эстафети иртрĕ. Кăçал ăна Совет Сюзĕн Геройне Мирон Ефимович Ефимова халалларĕç.

Ачасемпе çамрăксен «Хĕлхем» спорт шкулне ирех çынсем пухăнма пуçларĕç. Ăмăртăва хутшăнма 300 яхăн спортсмен кăмăл турĕç.

Спорт уявне район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Куликов уçрĕ. «Спорт пире пурсăмăра та хастар та ăнтăлуллă пулма пулăшать, çакă вара яланах ăнăçу кÿрет», – терĕ Александр Николаевич.

Эстафетăна хутшăнакансене Шупашкарти олимп резервĕсен шкулĕн директорĕ Юрий Плотников, Ураскилт чиркĕвĕн настоятелĕ Александр протоиерей тата райхаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Корнилов саламларĕç, ăнăçусем сунчĕç.

Дистанцие тухнисем кашни çеккунтшăн вăй хурса кĕрешрĕç вĕт! Аслисем те, ачасем те çивĕчлĕхпе чăтăмлăх кăтартса çĕнтерÿçĕ пулассишĕн тупăшрĕç.

Шкулсем хушшинче вăтам ушкăнра йăлкăшсен команди пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Тенисем – иккĕмĕшсем, виççĕмĕш вырăнта – Вутлан шкулĕн команди. Аслă ушкăнра пĕрремĕш вырăн – Элĕк шкулĕн, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Шĕмшеш тата Питĕшкасси шкулĕсен командисем. Кĕçĕннисен ушкăнĕнче Элĕк шкулĕнче вĕренекенсем çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç, иккĕмĕш вырăнта Ураскилт шкулĕн, виççĕмĕшĕнче Юнтапа шкулĕн командисем. Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе Элĕк шкулĕн команди мала тухрĕ, иккĕмĕш вырăнта – шĕмшешсем, юнтапасем виççĕмĕшсем пулчĕç.

Ял тăрăхĕсем хушшинче Элĕксене çитекенни пулмарĕ. Ураскилт ял тăрăхĕн команди иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, виççĕмĕшĕнче – Мăн Вылă ял тăрăхĕн команди. Предприятисемпе организацисен командисенчен чи малтисем – Питĕшкасси, Мăн Ямаш шкулĕсен тата район администрацийĕн коллективĕсем.

Пĕр сăмахпа каласан, çак çивĕч тупăшусенче никам та выляса ямарĕ темелле, пурте хастар, савăнăçлă та хавхалануллă пулчĕç. Спорт уявне ирттерме «Росгосстрах» страховани компанийĕн Элĕкри уйрăмĕ, райпо тата Н.Гордеева предприниматель пулăшрĕç.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика