Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сад çимĕçĕпе савăнтарать

09 сентября 2013 г.

Юнтапари вăтам шкул çумĕнчи пахча çимĕç сачĕ тĕрлĕ çырласемпе, панулмисемпе
савăнтарать. Вăл темиçе ăрури педагогсемпе вĕренекенсен пархатарлă ĕçĕ.
Йывăç-тĕм лартса ÿстернĕ чухне чи малтанах унăн сĕткенлĕ çимĕçĕ çинчен
шутлатпăр. Çуркунне куçа тыткăнлакан çеçкисемпе киленетпĕр. Юнтапа шкулĕ çумĕнчи
пахча çимĕç садне кунта биологипе хими предмечĕсене вĕрентнĕ Надежда Антиповна
Платонова йĕркелесе янă. Хисеплĕ педагогăн вĕренекенĕсем халĕ те ăна ырăпа
асăнаççĕ. Юратнă учитель юпа уйăхĕнче 89 çул тултарать. Паян та шкулта пĕлÿ
илекенсем педагог-ветерансен йăли-йĕркине пăхăнаççĕ. Технологи вĕрентекенĕ
Светлана Константинова ертсе пынипе сада пăхса тăраççĕ, çĕнĕ тĕмсемпе
пуянлатаççĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика