Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă-ташă кичемлĕхе сирчĕ, кăмăла çĕклерĕ

19 августа 2013 г.

Тăвăш Юнтапа ял уявĕ чăннипех те интереслĕ иртрĕ. Хĕрарăмсемпе арçынсем чăваш
туйне сăнласа пачĕç. Параппанпа купăс сасси, туй арăмĕсен юрри урамĕпех сарăлчĕ.
Хăнасемпе уява пынисем кашнин пултарулăхĕнчен тĕлĕнчĕç.

ЗАГС пайĕн начальникĕ М.Николаева, Юнтапа шкулĕн директорĕ А.Кондратьев,
Тăвăш клубĕн администраторĕ В.Герасимов юбилярсене тата нумай çул пĕр-пĕрне
килĕштерсе пурăнакан çемьесене саламларĕç. Акă Геннадийпе Зоя Капитоновсем 55
çул, Виталийпе Октябрина Герасимовсем 50 çул пĕрле пурăнаççĕ. Георгийпе Роза
Илларионовсем те август уйăхĕ паллă вăхăт пулнине палăртрĕç. Общество пурнăçĕнче
активлисене те парнесемпе хавхалантарчĕç. Ассакассинчи А.Тимофеев ял историйĕ
пирки каласа пачĕ. Шупашкар районĕнчи «Нарспи» ансамбль тата Ехремкассинчи
С.Орлов чăваш юррисемпе савăнтарчĕç.

Спорт вăййисем те пулчĕç, сĕтел хушшине ларса шÿрпе те çирĕç

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика