19 августа 2013 г.
Паян кашни хуçалăхрах вырма ĕçĕсем хĕрÿ пыраççĕ. «Алмаз» обществăра тыр-пула
пухса кĕртме хутшăнакансем хăйсен вăй-халне шеллемеççĕ. Вĕсем сар хĕвеллĕ
кунсенче кану пирки маннă: ара çĕнĕ тырра кĕлете вăхăтра кĕртмелле-çке.
«Алмазра» пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 639 гектар йышăнаççĕ. Пĕр
гектартан тухакан вăтам тухăç 15 центнерпа танлашать. Кăçалхи шăрăхра тырă кирлĕ
пек ÿссе аталанманнине шута илсен, çак кăтарту пит начарах мар.
Хирте 2 комбайн ĕçлет. Техникăпа тирпейлĕ усă курассишĕн кашни экипаж
тăрăшать. Акă Михаил Коротковпа Валерий Марков та (ÿкерчĕкре) ĕçченлĕхпе
палăраççĕ. Çавăн пекех йĕтем çинче тырра алласа сортлакан ĕçченсем те хăйсен
тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.
К.ПЕРОВ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета