12 августа 2013 г.
Районта тыр-пул пухса кĕртес ĕçсем сарăлчĕç. Çак кунсенче район
администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов тата ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ
А.Прохоров «Правда», «Алмаз» обществăсемпе «Журавлев» хресчен-фермер
хуçалăхĕсене çитсе вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă.
«Правда» хуçалăхра тĕш тырă культурисем 483 гектар йышăнаççĕ, 170 -ĕшĕ çинче
тырăсене çапса тĕшĕленĕ. Гектарти вăтам тухăç – 16 центнер. Уйра 1 комбайн
ĕçлет.
«Алмаз» хуçалăхра тĕш тырăсен лаптăкĕ 639 гектар. 80 - шне пухса кĕртнĕ,
вăтам тухăç – 20 центнер. Уй-хирте 2 комбайн çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ.
«Алмазра» кĕрхи культурăсене акма 200 гектар çĕр хатĕрленĕ. Йĕтем çинче
тăрăшакансемпе тĕл пулса калаçнă май Александр Николаевич ĕç-хĕле еплерех
йĕркеленипе кăсăкланнă, пурне те вырмара ăнăçусем суннă.
Кун хыççăн район ертÿçисем «Журавлев» фермер хуçалăхне çитнĕ. Пухса кĕртмелли
лаптăк сахал мар – 716 гектар.
Ĕнерхи кун тĕлне районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2155 гектар
çинчен вырса пухнă (23,6:). Гектар тухăçĕ 16 центнер.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета