Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯЛСЕНЧЕ ÇУЛ ТА ТУМАЛЛА, ТĂРĂ ТА ВИТМЕЛЛЕ

26 ноября 2019 г.

Ялсенче çул та тумалла, тăрă та витмелле

Ноябрĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов Элĕк район çыннисене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ.

Район çыннисене тĕрлĕ ыйту канăç памасть. Хальхинче те «Единая Россия» политика партин Элĕк районĕнчи вырăнти уйрăмĕн ĕç пÿлĕмне çынсем ир-ирех киле пуçларĕç. Акă АПК ветеранĕсен Канашĕн ертÿçине Николай Сергеева ял çыннине тÿрремĕнех пырса тивекен ыйтусем канăç памаççĕ. Николай Макарович ял халăхĕнчен пухакан сĕт хакĕ тивĕçтерменни çинчен каларĕ. Çавăн пекех район территорийĕнче сухаламан çĕрсен лаптăкĕ пĕчĕкех мар пулнипе пăшăрханса калаçрĕ. 

Ураскилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Филипповăпа Тури Выла ял библиотекин заведующийĕ Зоя Степанова вырăнти вулавăшăн çурт тăррине юсас ыйтăва пĕрре кăна мар çĕклеççĕ. Хальхинче те депутат патне çак ыйтăва татса парас тесех çитрĕç. «Чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çак ялта çуралса ÿснĕ. Ытти паллă çынсемпе те пуян пирĕн тăрăх. Эпир ентешĕмĕрсемпе мăнаçланатпăр, вĕсен ĕçĕсене малалла тăсас тесе тăрăшатпăр. Ял библиотеки клуб вырăннех пулса юлчĕ, пур мероприятие те кунтах ирттеретпĕр», - пĕлтерчĕ Зоя Михайловна вулавăш халăха питех кирлине палăртса.

Шĕмшеш ял тăрăхĕн пуçлăхне Вячеслав Маркова та пăшăрхантаракан ыйтусем чылай. Вăл Элеккенушкăнь ялĕнче çул тăвас ыйтăва çĕклерĕ, ăна юсассине çитес çула кĕртсен аван пулĕччĕ терĕ. Шел пулин те, Валерий Михайлович пĕлтернĕ тăрăх, çул ыйтăвне 2020 çулхи плана кĕртмен пулсан ку ыйтăва килес çул татса парасси иккĕлентерет. Республика бюджетне пăхса тухнă-çке. Анчах та пуçа усма кирлĕ мар, пуçарулăх бюджечĕпе ĕçлекен программăна хутшăнни пулăшу пама пултарать.

Асамат ялĕнче пурăнакансене ялта çÿп-çап контейнерĕсем иккĕ çеç пулни пăшăрхантарать. Тепре вырнаçтарма çук-ши теççĕ вĕсем. Каллех депутат пулăшăвне ыйтаççĕ.

Валерий Михайлович хăйĕн патне килнĕ кашни çыннах тимлĕ итлерĕ, лару-тăрăва ăнлантарчĕ, ыйтусене татса парассипе тĕрлĕ ведомствăпа çыхăнма шантарчĕ.

М.ЛЕОНТЬЕВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика