Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂРÇĂ АСТĂВĂМНЕ СНАРЯД ВАНЧĂКĔСЕМ УПРАÇÇĔ

08 октября 2019 г.

ВĂРÇĂ АСТĂВĂМНЕ СНАРЯД ВАНЧĂКĔСЕМ УПРАÇÇĔ

Вăрçă астăвăмне снаряд ванчăкĕсем упраççĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 74 çул ытла иртрĕ. Синкерлĕ пулăм пулса вăл пирĕн çĕршыв историне яланлăхах кĕрсе юлнă. Апла пулин те çĕр çинчи тăнăç пурнăçа сыхласа хăварнă ватă асаттесен мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем -  мĕн пĕлетпĕр-ха эпир вăрçă çинчен;  Пĕлетпĕр, истори кĕнеки çинче мĕн çырнине.

Çулран-çулах çав хăрушă пулăмсен чĕрĕ свидетелĕсен шучĕ сахалланса та сахалланса пырать. Çавăнпа та вĕсен кашни астăвăмĕ пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисемпе, ветерансемпе курнăçни вăл - пирĕн çĕршывăн историйĕпе куçа-куçăн тĕл пулниех ĕнтĕ. Элĕк районĕнче те хаяр вăрçă çинчен сăмах вĕççĕн çеç мар,  унта хутшăнса çĕршыв ирĕклĕхне сыхласа хăварнăран çак синкерлĕ кунсем çинчен аван пĕлекенсем хальлĕхе пур-ха.  

Вĕсенчен пĕри вăл - Сурăмпуç Шĕмшеш ялĕнче пурăнакан Сергей Егорович Егоров. Ĕнер вăл 95 çулхи юбилейне паллă турĕ. Аслă ÿсĕмри хисеплĕ ватăпа унччен маларах курнăçма тÿр килнĕччĕ. Эпĕ вĕсем патне пырса кĕнĕ чухне кĕмĕл пек шап-шурă çÿçлĕ ватă диван çиче хаçат-журнал тишкерсе ларатчĕ. Ют çын килнине курсан ура çинех тăрса кĕтсе илчĕ. Çулĕсем пур пулсан та вăрçă ветеранĕн вăр-варлăхĕ чакманни тĕлĕнтерчĕ. Хăлхи çеç витĕрех илтмест. Хăй вара хыттăн та уççăн калаçать.

Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр утса тухнă ветеранпа ачалăхне таврăнатпăр. Сергей Егорович 1938 çулта Сурăмпуç Шĕмшеш ялĕнчи 7 класлă шкултан вĕренсе тухать. Ашшĕ колхоза кĕменрен укçа ĕçлесе илме тата çемьене тăрантарма çывăх çыннипе пĕрле Çĕмĕрле тăрăхне сурăхсемпе качака кĕтĕвне пăхма тухса каяççĕ. Анчах та  Егоров аслипе кĕçĕннине кĕтÿ пăхма илмеççĕ. Киле каялла таврăнма аван мар тесе Казахстана вербовкăпа кайма килĕшÿ çырать ашшĕ. Хăйĕнпе пĕрле, паллах, тин çеç 14-а пусăмланă Сергей ывăлне те илет. Унччен таçта аякка вуçех тухса курман арçын ача пуйăс çине пуçласа ларса курать. Йĕри-тавралла сăнаса, чĕри сиснĕ тейĕн, кашни станци ятне хут çине çырса пырать. Ăш хыпнине тата хырăм выçнине ирттерме кашни станцирех шыв ăсма чупса кайса килет. Черетлĕ хут Астана хулинче шыв патне кĕрсен вара пуйăсран тăрса юлать. Станцинче ĕçлкенсемпе калаçса хăй тĕллĕнех урăх пуйăспа ларса каять. Казахстана тĕрĕс-тĕкелех çитет, ашшĕне те шыраса тупать С.Егоров. Çывăх çыннипе сăрт-ту рабочийĕнче тăрăшаççĕ. Кĕтмен-туман çĕртен Каçахстанра Мус- кавран вербовкăпа килнĕ Александра аппăшне тĕл пулаççĕ.

- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланни çинчен Казахстанра илтрĕм. 1941 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче ĕçлемелли килĕшÿ вĕçленчĕ. Апла пулин те тÿрех яла таврăнман, аппан ĕçлемелли вăхăчĕ пĕтессе кĕтнĕ. Каярахпа пурте пĕрле киле таврăнтăмăр, - иртнине аса илсе каласа парать çÿллĕрех кĕлеткеллĕ ватă.

1942 çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче  тин çеç 18-а пусăмланă çамрăка салтак ретне илнĕ. Ентешĕмĕр стрелоксен 137-мĕш саппасри полкне лекнĕ. 1943 çулхи май уйăхĕнчен Степной фронтăн 600-мĕш полкĕн 2-мĕш артиллери батальонĕ йышĕнче çапăçусенче малти рете кăларнă, Курск пĕкки патĕнчи хĕрÿ çапăçусене хутшăннă.

 - Пирĕн батальон Тамбов облаçĕнчи Мичуринска çити пуйăспа кайрĕ. Унтан вара Воронеж облаçĕнчи Россоши патне - тăшман тылне каçпа çуран çул хывнă. Инçех мар уйрах аэродром вырнаçнăччĕ. Çакăн чухне ĕнтĕ вăрçă историйĕнче тарăн йĕр хăварнă Курс пĕккĕнчи çапăçусем пуçланчĕç те, - хăйĕн вăрçă çулне сĕтел çинче выртакан карттăпа йĕрлет ветеран. Курск çывăхĕнче çапăçу операцийĕсем пуçланнă чухне Сергей Егоровичсен подразделенийĕ Прохоровкăна илнĕ, унтан Белгород патнелле çул тытнă.  Белгорода ирĕке кăларнă чухне совет çарĕсем пысăк çухатусем тÿснĕ.

Пĕррехинче каçхине çĕнĕ вырăна куçнă чухне Сергей Егоров тупă лафечĕпе ураписем хушшине лекнĕ. «Пĕр урапа сылтăм ура çине кĕрсе кайрĕ, сулахай ура малта, хыçалта вара лафет. Малалла ÿкме пултараймарăм, çакăн пек ларнă çĕртех тупă айне пултăм. Куçран вут-хĕм тухса кайнине анчах астăватăп, ыратнипе тăн çухатнă. Юлташсем туртса кăларнă-ха мана, плащ-палаткăпа чĕркесе пĕр талăк сĕтĕрсе çÿренĕ. Тепĕр кунне çеç тăна кĕнĕ эпĕ. Ун чухне манăн мăй тата çурăм сыпписем аманнă», - тăсать калаçăвне тăхăр теçеткене хыçа хăварнăскер.

Кунпа çеç вĕçленмен-ха вăрçă хуйхă-суйхи. Пĕррехинче тата юханшыв урлă тупăсене каçаракан совет салтакĕсене тăшмансем асăрханă. Варрине ишсе çитнĕскерсем тĕлĕшпе нимĕç фашисчĕсем тĕлли-паллисĕр пеме пуçланă. Кимĕ çинчи тупă чалăшса кайса ÿкме тытăннă. Çакăн чухне вăл ентешĕмĕре гимнастеркинчен çаклатса ĕлкĕрнĕ. Вăрçă хĕç-пăшалĕ хăйĕнпе пĕрле салтака та шыва ÿкернĕ. Кунта та Сурăмпуç Шĕмшеш каччине вилĕмрен пĕр полкри юлташĕсем çăлнă. 

- Пĕр уйăх нимĕнле канăç та пулмарĕ. Кăнтăрла калама çук хĕрÿ çапăçусем пыраççĕ, каçхине çĕнĕ вырăна куçмалла. Тупăсене тата хамăра валли окопсем чавмалла, тăшман асăрхамалла мар пытанмалла. Çак тапхăрта вара пĕртен-пĕр хутчен пирĕн салтаксем юханшывра ир пуçласа кăнтăрлаччен çăвăнма пултарчĕç. Çири тум-тирне çуса тасатрĕç, пăрса хăйсем çинчех типĕтрĕç. Тăраниччен апат çиесси пирки те пĕрре мар ĕмĕтленнĕ салтаксем. Çакăн чухне ĕнтĕ туллин апатланма пултарнăччĕ те, - вăрçăри тепĕр саманта аса илет 95-ри вăрçă ветеранĕ. Пĕлтерĕшлĕ пулма пултаракан пулăмсене манса хăварас мар тесе пĕр самантлăха шухăша та путать-ха Сергей Егорович.

1943 çулхи августăн 21-мĕшĕнче Белгород облаçĕнчи Крайворонов çывăхĕнче сылтăм урине чĕркуççинчен амантаççĕ салтака. Окопра ларакан минометчиксем васкавлă пулăшу параççĕ ентешĕмĕре. Суранне çыхса яраççĕ те медицина чаçне ăсатаççĕ. Ноябрь уйăхĕччен Воронеж хулинчи госпитальте сипленет С.Егоров. Снаряд ванчăкĕсене кăларассипе икĕ хутчен операци те тÿссе ирттерет. Апла пулин те вĕсенчен тăваттăшне кăларайман. Ветераншăн вĕсем яланлăхах вăрçă «парни» евĕр тăрса юлнă.

 Шăнăр татăлса кайнине пула ура тÿрленменрен Воронежран Туркмен ССРĕнчи Ашхабада илсе кайнă. Унтан 6 уйăхлăха сипленме киле янă. Кăштах уралансан Сергей Егоровича каллех вăрçă хирне ăсатнă. Ку хутĕнче вăл Тамбов облаçĕнчи Чугуновкăна лекнĕ. Суран иртсе кайманран фронта яма тепĕр уйăх тăхтаса тăнă. Унăн сывлăх шайне палăртма черетлĕ хут медицина комиссине ирттернĕ, сылтăм ура лаппи çакăнса тăнăран вăрçă хирне яма чарнă. Çурçĕр флочĕн 118-мĕш уйрăм батальонĕнче хăварнă. 1947 çулхи июнь уйăхĕнче демобилизациленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хастарлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн  Отечествăлла вăрçăн 2-мĕш степеньлĕ орденне, «1941-1945 çулсенчи Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» ытти юбилей медалĕсене тивĕçнĕ.

Тăнăç пурнăçра та Сергей Егорович пуçарулăхĕпе палăрнă. Малтанах Пушкин ячĕллĕ хуçалăхра строительте ĕçленĕ. Ева Денисовна мăшăрĕпе пĕрле районти потребительсен обществин тытăмĕнче вăй хунă. С.Е.Егоров 22 çула яхăн Элекенушкăнĕнче сутуçăра тăрăшнă, ăна çак ĕçре мăшăрĕ 16 çул пулăшса пынă. Кунсăр пуçне кил хуçи арçынĕ ăста çĕвĕç пулнă. Шкул çулне çитнĕ виçĕ ачине те ятран шкул тумĕ, пальто çĕлесе панине халĕ те астăваççĕ-ха вĕсем. Çавăн пекех вăл çĕленĕ атă-пушмакпа ялти чылай хĕрпе каччă уява çÿрени те манăçман. Хăй çĕленĕ пĕр мăшăр атă килĕнче халĕ те упранать-ха. Вăрçă ветеранĕпе калаçнă май вăл кăмака ăсти пулнине те ăнлантăм. Ку ĕçе те хăй тĕллĕнех вĕреннĕ-ха арçын. Сергей Егоровичпа Ева Денисовна пĕр ывăлпа икĕ хĕре кун çути парнеленĕ. Хисепе тивĕçнĕ ветерансемшĕн Галя хĕрĕ чăн-чăн тĕрев вырăннех.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика