19 апреля 2019 г.
Çурхи вăхăтра пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕллевпе республикăри муниципалитетсемпе хуласенче «Вăрмансене пушартан сыхла!» уйăхлăх иртĕ. Вăл ака уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 22-мĕшĕччен тăсăлĕ.
Акцин тĕп тĕллевĕ — граждансене çут çанталăка упрамаллине аса илтересси, ачасене вăрмансене сыхламаллине вĕрентесси, пушар тухас ыйтупа профилактика ирттересси. Вăрманта алхасакан çулăм чылай чухне шăпах çын айăпĕпе тухнине асра тытмалла.
Уйăхлăх вăхăтĕнче вăрманта пушар хăрушсăрлăхне епле пăхăнмалли тавра сăмах пуçарса тĕрлĕ тĕл пулу йĕркелĕç, калаçу ирттерĕç.
www.hypar.ru
Татьяна НАУМОВА.
Источник: "Хыпар"