15 марта 2019 г.
Мĕншĕн çынсем артист профессине суйлаççĕ? Ку чун туртни е тивĕçлипе шутласа тунă утăм? Вĕренÿ мĕнле иртет, ун çине мĕнле яваплăхпа пăхмалла? Çак ыйтусем йĕри-тавра калаçрăмăр та Пиçенер ялĕнче çуралса ÿснĕ Александр Юрьевич Игнатьевпа. - Тĕрĕссинех калас-и сире? - куларах пăхрĕ ман çине 21-ри çамрăк. - Нихăçан та кун çинчен ĕмĕтленмен. Шкулта пĕлÿ илнĕ тапхăртах сценăран ывăнса çитнĕ эпĕ. Вĕренÿ учрежденийĕнче те тĕрлĕ мероприятие тăтăшах явăçтарнăран тата Ишпарайккăри культура çурчĕн директорĕнче тăрăшакан анне кашни спектакльтех мана валли роль хатĕрленĕрен нихăçан та сцена ăсти пулмастăп тесе те сăмах панăччĕ хама. Çак тĕллевпех 11-мĕш класс пĕтерни çинчен алла аттестат илсен Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине инженери факультетне вĕренме кайрăм. Пĕрремĕш курсра кăсăклансах вĕрентĕм, хавхалану та пысăкчĕ. - Культура институтне вара мĕнле лекрĕн? Вĕренме кĕме йывăр пулчĕ-и? - Кунта вĕренме кĕни вăл хăй уйрăм пурнăç. Пĕррехинче канмалли кунсенче яла килсен анне Культура институтне вĕренме илме конкурс пуçланнине пĕлтерчĕ. Республикăра театрсен ĕçне хак паракан хамăр ентеш Владимир Григорьев аннене мана асăннă конкурса пырса хамăн пултарулăхпа паллаштарма сĕннĕ. Малтанах хирĕçлерĕм: «Манран артист тăвасшăн-и? Ытла та кулăшла ку», - тесе хутшăнмассине палăртрăм. Çывăх çыннăм çине тăнипех ĕнтĕ килĕшрĕм. Юрăри пек: «Ташши-юрри пулмасан та, намăс курма пулатех», - тесе килтен тухса кайрăм ун чухне. Культура институтне çитсен пĕрремĕш тапхăр иртнĕ кунсенче пулнине, халĕ иккĕмĕшĕ пынине пĕлтерчĕç. Çав-çавах хутшăнма сĕнчĕç. Хамăн пултарулăхпа паллаштарма юптару е сăвă каласа памаллине, юрă шăрантармаллине, ташă кăтартмаллине каларĕç. Эпĕ вара нимĕн те хатĕрленмен-çке. Шкулти мероприятисенче те тăтăшах каланă «Вĕçкĕн Ваççа» юптару пуçа килчĕ, Алексей Московскийăн «Мăшăр юнашар пулсан» юррине юрласа пама шутларăм, хĕç ташшине ташласа кăтартма палăртрăм. Пултарулăх конкурсне килнĕ кашни ачанах сăнатăп, пĕрисем вилсе кайсах ташласа пăхаççĕ, теприсем юрă шăрантараççĕ. Ахаль те шикленсе ÿк- нĕскер вĕсене пăхсан хăрасах кайрăм. Пултарулăха хаклакан комисси умне тухса тăрсан, ал-ура чĕтрет, сас çĕтнĕн туйăнать. «Вĕçкĕн Ваççа» юптарăва калама пуçларăм та, кăшт итлесенех чарчĕç. «Кăмăла каймарăм», - шухăшлатăп хам çав вăхăтрах. Юрлама пуçласан, халăх юррине шăрантарма сĕнчĕç. Çак самантра «Хурăн çулçи çаврака» юрă аса килсе кайрĕ. Каллех юрлаттарса пĕтермерĕç, ташă ташланă чухне жюрисен кăмăлне тивĕçтерес тесе вĕри çатма çинчи пăрçа пекех сиккелерĕм. Кăмăллă юлчĕç. Этюд, вутă çурнă чухне пилĕке тытса лартнă саманта кăтартма сĕнчĕç. Ăна та туса кăтартрăм-ха. Кăштахран жюрисем пирĕн пултарулăха хакланине, мана та 3-мĕш тапхăра хутшăнма ирĕк панине каларĕç.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета