22 февраля 2019 г.
Иртнĕ тапхăрта февралĕн 23-мĕшне Совет çарĕн тата Çарпа тинĕс флочĕн кунĕ тесе паллă тунă. Çавна май çак кун çĕршыври мĕнпур çар служащийĕн, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланисен уявĕ шутланать. 1993 çулта унăн ятне улăштарнă, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ тесе палăртнă. 2002 çултанпа вара вăл Раççейри пĕрлехи патшалăх уявĕ, унпа килĕшÿллĕн мĕнпур гражданшăн канмалли кун пулса тăчĕ. Çакна халалласа пур çĕрте те тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Паллах, вĕсен тĕп тĕллевĕ - çитĕнекен ăрăва Раççей çарĕн мухтавлă историйĕпе паллаштарасси, паттăрлăхпа палăрнă çар служащийĕсем çинчен каласа парасси. Асăннă ĕçĕн ытларах пайĕ ку чухне вĕренÿ учрежденийĕсемпе библиотекăсем, çемье çине тиенет-ха. Паян шкулсенче йĕркелесе ирттерекен «Зарница» тата «Орленок» вăййисем арçын ачасене çар профессине суйласа илес ĕçре тивĕçлĕ йышăну тума пулăшаççĕ те. Çавăнпа та çулсеренех районти темиçе çамрăк Раççейри çар вĕренÿ учрежденийĕсене вĕренме кĕрет, çар çыннин профессине суйлать. Контракт çырса службăна тăсакансем те сахалах мар-ха. Иртнĕ икĕ çулта 4 çамрăк çар çынни пулма вĕренме кайнă, 10 çын контракт çырнă. Апла пулин те пăшăрхантараканни те пур-ха ку тытăмра та. Сăмахран, Муркаш тата Элĕк районĕсенчи çар ĕç комиссариачĕн комиссарне Владимир Казакова çулран-çул пулас салтаксен сывлăхĕ хавшаса пыни хытах канăçсăрлантарать. Вăл çакăн тĕп сăлтавĕ паянхи ăру вăхăтăн ытларах пайне «сенкер экран», компьютер умĕнче ирттернипе çыхăнтарать. Çитĕнекен ăрăвăн çан-çурăм пиçĕхлĕхне ÿстересси çине ашшĕ-амăшне ытларах тимлĕх уйăрма сĕнет. Тепри вара - тăван халăх йăли-йĕркине упраса хăварас ĕçре пысăк вырăн йышăнать. Салтака ăсатакан яш-кĕрĕм мĕнле юрă шăрантарнине тимлесех итленĕ-и эсир; «Çук», - тейĕ чылайăшĕ. Пулас салтаксенчен пĕри те паян мăн асаттесемпе ватă кукаçисем, аттесем юрланă салтак юррисене пĕлмеççĕ. Ял-ял урамĕ тăрăх чупакан салтак ачисем «опа - хопа!» тени çеç ытларах илтĕнет-ха. Çавăнпа та пурнăç тути-масине аванах ас тивсе курнисем те, çар ĕç комиссариачĕн ĕçченĕсем те салтак юррисене шкултах вĕрентессине çĕнĕрен чĕртсе яма сĕнеççĕ те. Паян вырăнти хăй тытăмлăх органĕ çинче те пулас салтаксене хатĕрлессипе яваплăх пысăк. Шăп та шай вĕсем пуçламăш çар учечĕпе ĕçлеççĕ. Эппин, паянхи шкул ачи ыран çар ретне тăрасси вĕсем мĕнле ăнлантару ĕçĕ ирттернинчен те чылай килет. Çак шухăшпа вара Шĕмшеш тăрăхĕнче çар учечĕ енĕпе ĕçлекен специалист Анатолий Кавказов та килĕшет. Ку енĕпе шкул, вырăнти хăй тытăмлăх органĕ тата тĕрлĕ çулта хĕсметре пулнисем кунта пĕр çыхăнурах темелле. Çакна Чечен Республикин вут-çулăмĕ витĕр тухнисем пĕрле 2017 çулта палăк лартни, 2018 çулта Афганистанта интернационалла тивĕçе пурнăçланисем палăк çĕклени те çирĕплетет. Çу кунĕсенче унта тĕрлĕ чечек ешĕрет пулсан, хĕл кунĕнче те вĕсем юр айне пулманни, вĕсем патне пыракан çула тасатсах тăни савăнтарать çав. - Эпир, сăмахран, Кольăпа иксĕмĕр йĕкĕрешсем. Кун пеккисене çар чаçĕсенче те уйăрса ямассине пĕлсех ÿснĕрен салтак атти тăхăнассинчен пĕрре те шикленмен. Алла повестка парассине те кĕтнĕ темелле. Ăсату каçĕ шăп та шай хамăрăн çуралнă кун пулчĕ. Паян 18 тултартăмăр та ыран çула тухрăмăр. Мускавра çыхăну çарĕнче пулнă, пур çĕре те пĕр чăрмавсăрах кĕрсе тухма пултаракан ЗИЛ-131 автомашинăпа водитель-механикра тăрăшнă, - иртнине аса илсе каласа парать Анатолий Валериевич. Асăннă çар чаçĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă вăхăтра хăйсем Чăваш Республикинче çуралнишĕн хăпартланнине те палăртать. Ара вĕсем службăна ирттернĕ çар чаçĕ 1943 çулхи августăн 4-мĕшĕнче Шупашкарта йĕркеленнĕ-çке, 1957 çулта ăна Мускава куçарнă. Офицерсен йышĕнче чăвашсем пулни те хавхалану хушнă. Тĕплĕнрех хаçатăн 13-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пултаратăр.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета