14 июля 2017 г.
- Шак-шак, шак-шак! - шаккать пÿлĕмри сехет. Унăн йĕпписем куçнине куç илмесĕр сăнаса выртать Галина Семенова. Хăш чухне ытла та вăраххăн шунă пек туйăнаççĕ вĕсем. Кун пек чухне кун та иртмест, каç та хăйĕн чаршавне сирме манса кайнă тейĕн. Хĕвел пайăрки çĕнĕ кун пуçланнине палăртса кăштах пÿлĕме çутатсанах кăмăлĕ çĕкленет аслă çулсенчи хĕрарăмăн. Тен, паянхи кун ĕнерхинчен лайăхрах иртессе, вăй-хал пухса тепĕр хут ура çине тăрасса шанать сакăр теçеткенелле пусăмлакан ватă.
Шĕмшешри ватăсен çуртĕнче пĕр пÿлĕмре пурăнакан Елена Терентьева çывăх çын вырăннех ĕнтĕ уншăн. Икĕ çул аслăрах кинемей тантăшĕпе вăхăта кĕскетмелле сăмах-юмах вакланипе пĕрлех шыв-чей ĕçтерет, апатлантарать, минтерне, вырăн таврашĕсене майласах тăрать. Социаллă ĕçченсем çинчен те 4 çул ытла вырăнпах выртакан Галина Семеновна япăххине пĕр сăмах та калаймасть. Кунти ĕçченсем ăна тăван амăшĕнчен кая мар пăхаççĕ. Çан-çурăмĕ хытсах ларасран ал-урине йăваласа çемçетеççĕ, çăвăнтараççĕ-тасатаççĕ, тухтăр сĕннипе вăхăтăн-вăхăтăн организма вăй-хал хушакан тĕрлĕ витаминпа сиплеççĕ.
- Вĕсем анчах мар, хам та йăлăхсах çитрĕм ĕнтĕ вырăн çинче выртса. Мĕншĕн-ши пĕрех хут чунăм тухса каймасть; - вăраххăн сăмахлать Г.Семенова. Хăйĕн вара куçне куççуль капланать. Çăмăл пурнăçран мар ĕнтĕ ватă пуçĕнче ырă мар шухăш çуралать.
78-ти Галина Семенова тăватă çул ытла хăй тĕллĕн апатланаймасть. Алли-ури хытса ларнă, вырăн çинче выртсах яра куна ирттерет.
- Эпĕ те яланах çакăн пек пулман-çке, хĕрĕм. Витеçÿч ялĕнче çуралнă, 5 класс çеç вĕренме тÿр килчĕ шкулта. Хыççăн фермăна сурăхсем пăхма кайнине ас тăватăп, - татăклăн-сыпăклăн калаçать кинемей. Пурнăçри хăш-пĕр самантсем манăçнине те пытармасть. Сакăр çул сурăхсем пăхас ĕçре тимленĕ вăл. Пĕр вăхăть цемент, кăмрăк тиес, пушатас ĕçе те хутшăннине палăртать. Хыççăн райпо тытăмĕнче вăй хунă, 25 çул грузчик тивĕçне пурнăçланă. Хĕрарăм тесе йывăр ĕçрен пăрăнман Галина Семеновна. Арçынсемпе танах тĕрлĕ япала йăтма тивнĕ. Çаксем вара çулсем иртсен хăй çинчен аса илтерме пуçланă та.
Хăй çемьеллĕ пулнине те, пĕр ачана кун çути парнеленине те палăртать аслă ăрури çын. Телей панулми мар, йывăç çинче çитĕнмест çав. Вăл çук пулсан, пÿлĕхçĕрен тархасласа ыйтни те вырăнсăр. Мăшăрĕпе те нумай çул савăнса пурăнма тÿр килмен ăна. Механизаторта ĕçленĕ упăшки шыва кайса вилнĕ. Ывăлĕ амăшĕшĕн тĕрев вырăнĕнче пулмалла чух хăй çине алă хунă. Çапла уй варринчи хăрăк йывăç евĕр пĕчченех тăрса юлнă кинемей.
Хăйĕн килĕнчех кун-кунлама палăртнă-ха вăл. Анчах та пĕррехинче Элĕке тухсан ăнсăртран ÿксе пĕçĕ шăммине хуçнă та малашне пĕччен пурăнма май çуккине ăнланса илнĕ. Кăштах сывалсан вара Шĕмшешри ватăсен çуртне пурăнма килнĕ. Халĕ çак çурт уншăн кил, кунта пурăнакан ытти ватăсем тăван вырăнĕнче. Ялти хыпар-хăнар çинчен вара Луиза Ивановна пĕлĕшĕ пĕлтерсе тăрать. Час-часах килсе каять-ха вăл кунта.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета