09 июня 2017 г.
Çулталăкăн кашни тапхăрĕ пĕрин хыççăн тепри майĕпен улшăнса пырать. Çак пулăмсене эпир мĕн пĕчĕкрен хăнăхса ÿснĕ. Вĕсенчен хăшĕ пире ытларах килĕшет-ши; Ку ыйту çине, паллах, тĕрлĕ хуравсем пама пулать. Пĕр юрăра, акă, çакăн пек çырнă йĕркесем пур: «У природы нет плохой погоды...» Апла-и, капла-и, çапах та çуркуннепе çуллахи тапхăра чунтан кăмăллакансен хисепĕ ытларах пек туйăнать, мĕншĕн тесен кĕркуннепе хĕллехи сивĕ кунсем хыççăн çурхи сар хĕвел тÿпене çĕкленет, çут çанталăк тепĕр хут чĕрĕлме тытăнать. Хĕвел ăшши çаран çинчи симĕс курăка, хитре чечексене вăратать, çĕмĕртпе сирень тата улмуççи çеçкисене çурма май парать. Таврара вĕсен илемĕпе ырă шăрши пурне те илĕртет, çамрăксен чун-чĕринче хĕрÿ юрату туйăмне вăйлатать. Поэтсемпе композиторсем вара çак тапхăрти самантсене тĕпе хурса сахал мар сăвă-юрă çырса кĕвĕленĕ, çав лирика произведенийĕсем нихăçан та кивелмеççĕ, вĕсене аслă çулсенчисем те кăмăлтанах юрлаççĕ. Акă чăваш юрринчи тепĕр йĕркесем:
«Кам чĕри хаваслăхпа тулмасть-ши
Çĕмĕртсем ларсассăн çеçкене...»
Питĕ тĕрĕс те вырăнлă сăмахсем. Ахальтен мар ĕнтĕ эпир çеçке çурнă йывăçсем умĕнче асăнмалăх сăн ÿкерĕнетпĕр. Мăн Ямашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен Светланăпа Диана Савельевăсем те çурхи илем саманчĕпе усă курса юлчĕç. Калас пулать, Светлана кăçал 11-мĕш класран ăнăçлă вĕренсе тухрĕ, халĕ экзаменсене тытать. Çитес уйăх пуçламăшĕнче 18 çул тултаракан чипер хĕр малалла вĕренсе аслă пĕлÿ илме ĕмĕтленет, хăйне журналистикăра е юридици енĕпе тĕрĕслесе пăхасшăн. Шкулта вĕреннĕ çулсенче вăл стена хаçачĕн редколлеги членĕ пулнă, статьясем çырса районти смотр-конкурссене, спорт мероприятийĕсене тата тĕрĕ ăстисен шкулти куравĕсене хутшăннă. Вĕренÿре тата обществăлла ĕçсенче активлă хĕре шкул дирекцийĕ ырланă, район тата республика шайĕнчи Хисеп хучĕсемпе тав тунă.
Светланăн йăмăкĕ Диана кăçал ялти шкулăн 8-мĕш класĕнчен вĕренсе тухрĕ. Вăл та маттур: урокра тимлĕ итлесе ларать, киле панă ĕçсене лайăх пурнăçлать, обществăлла ĕçсенче тата физкультура урокĕсенче малта пырать, юрлама-ташлама та юратать.
Светланăпа Дианăн килĕнче вара тата тепĕр йăмăк - Злата пур. Вăл кĕçех виçĕ çул тултарать, ăна амăшĕ аппăшĕсем пек пулма хăнăхтарать.
Кăçал пирĕн республикăра Амăшĕпе ашшĕн çулталăкĕ тесе палăртнă май пĕр-икĕ сăмах вĕсем çинчен те çырса хăварăп.
Çамрăк-ха Савельевсем: Радислав Николаевич 46 çулта, Надежда Анатольевна - 40-ре. Районти çар комиссариачĕ урлă Шупашкарти ДОСААФ шкулĕнче радиотелефониста вĕреннĕ каччă икĕ çул Совет Çар службине Якутск хулинче ирттернĕ. Унтан таврăнсан хăйĕн пĕтĕм кун-çулне суту-илÿ ĕçĕпе çыхăнтарчĕ, Мăн Явăш çывăхĕнчи Пупăлькасси ял хĕрĕпе çемье вучахне чĕртрĕ.
- Тăрăшсассăн, вăй хурсассăн пурнăç çулĕ çине тухма пулатех. Умри йывăрлăха çĕнтерсе пыма пире ачаранах вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă Афанасий Петровичпа унăн мăшăрĕ Анна Терентьевна Савельевсем хăнăхтарнă. Сутуçăра чылай вăй хунă асатте - 73 çул, колхоз уй-хирĕнче пилĕк-çурăма авнă асанне 89 çул пурăнчĕç. Тавах вĕсене пире пăхса ÿстернĕшĕн, тĕрĕс воспитани панăшăн. Халĕ пирĕн хамăрăн виçĕ хĕре телейлĕ тăвассишĕн тăрăшмалла. Ку - пирĕн тĕллев, - терĕ юлашкинчен çемье пуçĕ.
Геннадий САВЕЛЬЕВ, журналист.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета