09 июня 2017 г.
Çур аки тапхăрĕ вĕçленнĕ пулин те районти хăш-пĕр хуçалăхсен çанталăк чăрмавĕсене пула хĕрÿ ĕççи пĕтмен-ха. Уйрăмах сăмах пахча çимĕç ÿстерекенсем пирки пырать. Чылай çул ĕнтĕ хресчен-фермер хуçалăхĕсем купăста туса илес ĕçе анлăлатнă. Кăçал ку енĕпе С.Волков, Г.Исаев, В.Узянов, Ю.Никифоров хресчен-фермер хуçалăхĕсем ĕçлеççĕ. Пурĕ асăннă пахча çимĕçе кăçал 168 гектар лартма палăртнă.
Эпир вара С.Волков ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕн уй-хирĕнче купăста лартнă çĕрте пултăмăр. Ямаш ялĕ çывăхĕнчи çĕр улми лаптăкĕ çумĕнчех вырнаçнă купăста ани. Кунта калча лартассине техника енчен механизациленĕ. Ырă кăмăллă хресчен-фермер патне юнашар ялсенчен кăна мар, Етĕрне районĕнчен те ĕçлеме килнĕ. Пурĕ ку ĕçре сакăр хĕрарăм тата икĕ арçын тимлеççĕ. Трактор кăкарнă купăста лартмалли ятарлă агрегат çинче тÿрех тăваттăн лараççĕ. Вĕсем калчасене пĕрерĕн-пĕрерĕн вырнаçтарса пыраççĕ. Хыççăнах ретсенче лартăнмасăр сиксе юлнă вырăнсене купăстасене чиксе тухассипе иккĕн ĕçлеççĕ. Ĕçе чылай тимлĕх уйăрнипе пĕрлех яваплăхĕ те пысăк. Хресчен-фермерăн калчасене шăварассине те йĕркеленĕ. Инçетрен килекен шыв пăрăхĕсем ку ĕçе чылай çăмăллатаççĕ.
Çак ĕçре вăй хуракансем пахча çимĕç тухăçлă пуласса шанаççĕ. Сăмах май, паянхи кун тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсем 76 гектар купăста лартнă ĕнтĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета