Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕпе амăшĕ - ачисемшĕн ырă тĕслĕх

16 июня 2017 г.

Юратупа шанчăклăх, пĕр-пĕрне ăнланса хисепленин никĕсĕ çинче чăмăртаннă çемье чи çирĕппи шутланать. Тарăн та çирĕп туйăмсем мĕнпур йывăрлăха чăтса ирттерме, пурнăçра çитĕнÿ тума, вăйлăрах та ăслăрах пулма пулăшаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ çемье вăл Турă панă хаклайми парне, тĕрев, шанчăклăх символĕ шутланать.

Çирĕп çемье вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши; Çак ыйтăвăн тупсăмне шыраса тупас тĕллевпе Улăх Шĕмшеш ялĕнче 60 çул пĕрле алла-аллăн пурăнакан Дария Никандровнăпа Василий Михайлович Михайловсем патне çул тытрăмăр. «60 çул хушшинче пĕрне-пĕри сивĕ сăмах каламан, усал куçпа пăхман. Пирĕншĕн пĕрлехи пурнăçра чи кирли те пахи хисеплени, кирек хăçан та пулăшни, хаклани, пĕр-пĕрин сăмахĕнчен иртменни пулнă. Ĕçе те нихăçан та пайламан эпир, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхмен. Ачасене те çавăн пек вĕрентсе ÿстернĕ. Каланинчен ытларах вĕсемшĕн пирĕн пурнăçри тата ĕçри çитĕнÿсем тĕслĕх вырăнĕнче пулнă», - каласа парать кил хуçи хĕрарăмĕ.

Калаçура та, тыткаларăшĕнче те упăшкипе арăмĕ пĕрне-пĕри халĕ те çамрăк чухнехи пек юратни палăрать: куçран пăхаççĕ. Чăнах та, çемье – тапса тăракан таса çăл куç евĕр. Туслă йышра хĕвелĕ те ăшшăнрах пăхать. Пĕрне-пĕри хисеплесе юратăва упрама пĕлекен мăшăр тесе калас килет Дария Никандровнăпа Василий Михайлович пирки.

Дария Никандровнăн ачалăхĕ çăмăлах пулман. Хурăнсур ялĕнче 1929 çулта кун çути курнăскер Крымсарайкка шкулĕнче 7 класс кăна вĕреннĕ. «Манăн питĕ вĕреннĕ çын пулас килетчĕ. Вĕреннĕшĕн 150 тенкĕ укçа тата пĕр лав вутă памаллаччĕ. Халĕ ачасене пылпа кулач çитерсен те вĕренесшĕн мар», - иртнине аса илсе каласа парать вăл. Амăшĕ вăй çитерейменрен Дария Михайлова шкул сукмакне такăрлатма пăрахнă, фермăна кайса вырнаçнă. Выçлăх çулĕсене аса илнĕ май кинемейĕн куçĕ те шывланчĕ. Курăк, крахмал икерчи çинине куç умне кăларчĕ вăл. Хăй тăтăшах çĕрнĕ çĕр улми пуçтарма кайнине, амăшĕ ăна пĕçерсе çитернине халĕ те лайăх астăвать вăл. Ăçтан манăн-ха; Вăрçăра аманнă ашшĕ те чирлесе вилнĕ. Кил хуçалăхĕнчи ĕçсем пĕтĕмпех мăшăрĕ çине тиеннĕ. Дария Никандровна малтанах сысна ферминче, унтан дояркăра тăрăшса ĕçленĕ.

1957 çулта евчĕсем паллаштарнипе Михайловсем пĕр çемье çавăрнă. Василий Михайлович мăшăрĕнчен 5 çул кĕçĕнрех пулни хăратман çамрăксене. Иккĕшĕ те çук пурнăçпа пурăннăран чунĕсемпе çывăх пулнă. Кил хуçи арçынĕ шкулта 4 класс çеç вĕреннĕ. Малалла ăс пухма май пулман. Вăл салтак тивĕçне Пермь хулинче пурнăçланă. Тăван яла таврăнсан ферма заведующийĕнче, кочегарта вăй хунă. Çамрăк арăм вара пăрусем пăхнă, бригадăра тимленĕ.

«Çемье - тăнăçлăх вучахĕ. Çут тĕнчене килнĕ пĕчĕк чунăн та çывăх çынсен хÿттине, ăшшине туйса, ырă йăла-йĕркене ăша хывса çитĕнмелле. Ача пурнăçра мĕнле çул çине тухасси тăван кил хăтлăхĕнчен, çемьери хутшăнусенчен те нумай килет. Кил ăшши - атте-анне. Вĕсем пурри - чи пысăк пуянлăх. Эпир 3 хĕрпе пĕр ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Нихăçан та уйрăласси пирки шутламан, ачасемшĕн пурăннă. Кашни ĕçе пĕрле канашласа пурнăçланă», - калаçăва малалла тăсать Дария Никандровна. Мăшăрĕпе иккĕшĕ ачисене пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Вĕсенчен 3-шĕ вĕрентекен, тепри - библиотекарь. Хăйсем шавлă та пысăк туйпа пĕрлешменрен çамрăк чухнех ачисене кашнинех туй туса парас ĕмĕтпе пурăннă упăшкипе арăмĕ. Шутланă - пурнăçланă. Халĕ кашнийĕнех хăйĕн çемйи. Хисеплĕ ватăсене 7 мăнукпа 4 кĕçĕн мăнук савăнтарать. Михайловсем 60 çул алла-аллăн пурăнаççĕ. Василий Михайловичăн хăрах куçĕ курмасть, хăлхи витĕрех илтмест пулин те мăшăрĕ мĕн калас тенине вăл çăвар уçсанах ăнланать. Упăшкипе арăмĕ вăй питти вăхăтра выльăх-чĕрлĕхне те йышлă усранă. Василий Михайловичăн алли пур ĕç патне те пынă. Дария Никандровна вара илемлĕ шальсем, алсиш-нуски, пукан çиттисем çыхнă. Çак пултарулăх хĕрĕсене те куçнă.

Тивĕçлĕ канури Михайловсене вĕсен хĕрĕ пăхса пурăнать. «Аттепе аннене нихăçан та пĕр-пĕрин çине сасă хăпартса калаçнине илтмен. Хăть ирхине, хăть каçпа кашни ĕçе пĕрле пурнăçлатчĕç. Эпир те, вĕсен ачисем, çакна курса ÿс-нĕ», - ашшĕпе амăшĕ çинчен каласа парать Зоя Васильевна.

Михайловсем ял-йышра та хисепре. Арçыннăн хăй ĕмĕрĕнче çурт çĕклемелле, йывăç лартмалла, ывăл-хĕр ÿстермелле тенипе килĕшес килет. Василий Михайловичпа Дария Никандровна хăйсем пĕрле пурăннă вăхăтра виçĕ çурт çĕклесе лартнă. Ашшĕпе амăшĕ - ачисемшĕн ырă тĕслĕх.

Вера МОРОЗОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика