Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă пурнăçшăн тăрăшнă

14 июня 2017 г.

Урамра асламăшĕпе мăнукĕ шăкăл-шăкăл калаçса утаççĕ. Аслă çулсенчи хĕрарăм пăрушне сутса янăшăн хытах кулянать-мĕн. Валя мăнукĕ вара хисеплĕ ватта хĕрхенсе ытларах канмаллине, ахаль те çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленине калать, хăйĕн сывлăхне шеллемеллине асăрхаттарать. Ачаранпах ĕçлеме хăнăхнă хĕрарăмăн вара пачах та ахаль ларас килмест. Вăл лайăх пурнăçшăн йывăрлăхпа кĕрешнĕ. Вăрçă ачисен ачалăхĕ тертлĕ иртнĕ. Вĕсем темĕн чухлĕ асап, нуша курнă.

Выляма, ашшĕпе амăшĕн чĕркуççийĕ çинче ачашланса ларма вăхăт пулман, мĕншĕн тесен кил хуçи арçынĕсем вăрçа тухса кайсан мĕнпур йывăрлăх хĕрарăм хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Кунĕпех ура çинче пулнă вĕсем, çĕрле те ĕçленĕ. Хăйсем выçă пурăнсан та фронта апат-çимĕç парсах тăнă. Вĕсемшĕн ирсĕр тăшмана çĕнтересси малта тăнă. «Тылра тăрăшакансен кулленхи пурнăçĕ салтаксенни пекех нушаллă пулнă: тăхăнма тумтир, çиме апат çитмен. Апла пулин те ашшĕсĕр тăрса юлнă çул çитмен çамрăксем çапăçу хирĕнчисене тумлантарма, тăрантарма аслисемпе танах хутшăннă. Тылра çирĕп пулмасан тăшмана çĕнтерме çуккине питех те лайăх ăнланнă. Пирĕнтен чылайăшĕ ашшĕн ăшшине туйса ÿсмерĕ, çамрăклăх мĕнне пĕлмерĕ. Вăрçă вăхăтĕнче тата хыççăнхи çулсенче хуçалăха аталантарас тĕллевпе ырми-канми ĕçлерĕ яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç», - тарăн шухăша путса каласа пачĕ Эллекеньушкăнь ялĕнче пурăнакан Елена Андреева.

Вăрçă çулĕсене аса илсен куçĕ шывланчĕ унăн. Крахмал икерчипе кантăр вăрри пуçтарса çинине халĕ те куç умне кăларать вăл. Ашшĕне фронта ăсатнă чухне вăл 3 çулта кăна пулнă пулин те çывăх çынни лашапа ялтан тухса кайнине халĕ те асра тытать. Пĕчĕкскер ун чухне ашшĕ ăçта кайнине пĕлмен паллах, çакă вĕсен юлашки тĕлпулу пулнине те ăнкарман. Ашшĕ Латви çĕрĕнче пуçне хунине, вăл кавалерист пулнине рота командирĕ çырса янă çыру тăрăх кăна пĕлет.

Шăпах çак вăрçă çулĕсем ăна çирĕп чунлă пулма вĕрентнĕ. Вăл яланах ĕçченлĕхпе палăрса тăнă. 7-мĕш класран вĕренсе тухсан тÿрех колхозра ĕçлеме тытăннă. Амăшĕпе пĕрле куллен ферма сукмакне такăрлатнă. Елена Андреевна Ишпарайкка ферминче 50 çул дояркăра тимленĕ. Ăратлăха ÿстерессипе тата сăвăмпа яланах малтисен ретĕнче пулнă. Çакна вун-вун Хисеп хучĕ çирĕплетет. Çамрăксем унран тĕслĕх илнĕ, Елена Андреевна пек ĕçчен те хастар пулма тăрăшнă.

«Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята илнĕ хĕрарăм паянхи кун та йышлă выльăх усрать. 78 çулта пулин те, кил хуçалăхĕнче пĕр ĕне тата 15 сурăх усрать. Касăва та хăех каять. Çулĕсене пăхмасăр анкартинче те чылай пахча çимĕç туса илет. Вăл хĕрпе ывăл çуратса ÿстернĕ. Георгий ялтах тĕпленнĕ, амăшне тăтăшах тимлĕх уйăрать. 4 мăнукĕ килсен вара тем пекех савăнать Е.Андреева, вĕсене валли яланах кучченеç хатĕрлет. «Ачасемпе мăнуксен пурнăçĕ пирĕннинчен лайăхрах пултăр. Вĕсен вăрçă нушине курмалла ан пултăрччĕ», - калаçăва вĕçлерĕ те Елена Андреева мăнукĕпе магазина кĕчĕ.

В.НИКИФОРОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика