Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыррине те акмалла, çĕр улми те лартмалла

05 мая 2017 г.

Çур аки тапхăрĕ малалла пырать. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем тĕш тырă культурисене акассипе тата нумай çул ÿсекен курăксене сÿрелесе уй-хир анисене имçамлассипе тимлесе ĕçлеççĕ. Ака-суха ĕçне кĕске вăхăтра тата ăнăçлă вĕçлесси - аграрисен тĕп тĕллевĕ.

Майăн 4-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем çурхи тĕш тырă культурисене 1320 гектар çинче акнă. Ку енĕпе паянхи куна «Алмаз» тата «Колос» обществăсем, «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ, «Авангард» хуçалăхсем, С.Волков, Ю.Никифоров, О.Петров, Г.Петриков, А.Григорьев ертсе пыракан тата ытти хресчен-фермер хуçалăхĕсем тимлесех ĕçлеççĕ.

Пĕр ĕçе пурнăçланă чух тепри те çав вăхăтрах тимлĕх ыйтать. «Иккĕмĕш çăкăра» лартмалли тапхăр та çывхарчĕ. Районти хуçалăхсем кăçал çĕр улмине 1136 гектар çинче лартса хăварма планланă. Хальлĕхе çĕр улми вăрлăхне 880 тонна суйласа хатĕрленĕ.

Анжелика СИЛИВЕСТРОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика