16 мая 2017 г.
Паян килтен тухса каймасăрах тулăх пурăнма, хушма хуçалăха аталантарма пулать. Ан ÿркен çеç. Çак шухăшпа Шĕмшеш тăрăхĕнчи Кивуй ялĕнче пурăнакансем те пĕтĕмĕшле килĕшеççĕ. Кунта ял хуçалăх предприятийĕ арканнă тесе алă усса лармаççĕ. Килĕренех 3-4-шар пуç сумалли ĕне тытаççĕ. Сăмахран, Алина Александровăн, Эмма Ермолаевăн, Алена Волковăн кил картинче выльăхсен шучĕ çулсеренех йышлă. Асăннă кил хуçи хĕрарăмĕсем пахча ăстисем пулнине те асăнмасăр иртеймĕп. Темиçе çулах ĕнтĕ вĕсем килти хуçалăхĕнче сутлăх хăяр çитĕнтереççĕ. Ял çыннисене парка калчасемпе те тивĕçтереççĕ. Пахча ĕçĕнче тивĕçлĕ канури Раиса Яковлева та пуçарулăхпа палăрнине асăнмалла.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета