31 марта 2017 г.
Ял çыннисем мĕн авалтанах хăйсен кил таврашĕнче е çырмасенче йывăçсем лартса ÿстернĕ. Вăхăт çитсен, паллах, вĕсенчен стройматериалсем хатĕрленĕ, кил-çурт çĕнетнĕ, çавăнпа пĕрлех вутă вырăнне те усă курнă. Хăрнă йывăçсем те сахал мар хуçалăхсенче. Вĕсем уйрăмах пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ: вăйлă çил-тăвăлта тураттисем хуçăлса çĕре тăрăнаççĕ е çиçĕм тивнипе çунма тытăнаççĕ. Иртнĕ кунсенче, акă, Мăн Ямашри В.Максимов, В.Степановпа А.Никитин мотористсем пысăк ĕç туса ирттерчĕç. Вĕсем ял çыннисен урамри тата кил çывăхĕнчи тĕреклĕ йывăçĕсене çĕр çине тÿнтерчĕç. Ку енĕпе А.Моторинпа П.Павлов трактористсем тата М.Ениловпа Н.Митрофанов, Василийпа Владимир Ильинсем, В.Игнатьевпа В.Никитин, Алексейпа Леонид Степанов рабочисем те аякра тăрса юлмарĕç. Ял çыннисем вĕсен ĕçĕпе кăмăллă.
Г.САВЕЛЬЕВ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета