24 января 2017 г.
Ялсенчи культура учрежденийĕсен ĕç-хĕлне пĕччен ниепле те туртса пыма май çук. Кирек епле уяв тĕлне те вырăнти хастарсене пухаççĕ клуб заведующийĕсем. Ишпарайка клубне вара Пиçенер, Краклав, Ишпарайка, Сурăмпуç Шĕмшеш, Элеккеньушкăн ялĕсенче пурăнакансем тулли кăмăлпах çÿреççĕ. Нумай чухне кунта хĕрсемпе каччăсене тата çамрăк мăшăрсене курма пулать. Кирек епле мероприятире те хастарлăхпа палăраççĕ вĕсем. Акă, Сурхури вăхăтĕнче те çамрăксем пĕр пулса ватăсен йăли-йĕркине тĕпе хурса çветкке чупнă, Шĕмшеш ял тăрăхĕнчи чылай çемьере пулнă. Çавăн пекех Крымсарайкка тата Сурăмпуç Мучикасси ялĕсене çитсе килнĕ. Кăçал Кăшарнинче Шĕмшеш тăрăхĕнче вак касман пулин те сăваплă шыва кĕрсе чÿхенмесĕр чăтаймарĕç. Вырăнти клуба çÿрекен хастарсем Элĕке ушкăнпа килсе шыва кĕчĕç. Арçынсем те, хĕрарăмсем те сиплĕхлĕ шыва кĕрсе вăй-хал пухрĕç.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета