20 декабря 2016 г.
Çар - яш-кĕрĕм пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ тапхăр. Салтак пăттине тутанса курнисем палăртнă тăрăх, каччă туслăх пĕлтерĕшне, тăван çĕршыв умĕнчи яваплăха пуçласа шăп та шай хĕсметре ăнланать те. Юлашки вăхăтра шкулта, районта çар службин пĕлтерĕшне ÿстерес тĕлĕшпе туса ирттернĕ ĕçсене пула çамрăксем хушшинче салтак атти тăхăнас тĕллевлисен шучĕ палăрмаллах ÿсрĕ. 2016 çулхи çуркуннехи призыв вăхăтĕнче Шĕмшеш ял тăрăхĕнчи 4 каччă хĕсмете ăсанчĕç. Вĕсен йышăнче аслă пĕлÿ илнĕ Иван Соколов пулнине те палăртма кăмăллă. Çамрăк Ял хуçалăх академине пĕтернĕ хыççăн хăйĕн кăмăлĕпех салтак ретне тăчĕ.
Кĕркуннехи призыв та Шĕмшешсемшĕн уйрăмах ăнăçлă пулчĕ темелле. Октябрь-декабрь уйă- хĕсенче çĕршыва сыхлама 8-ăн кайрĕç. Вĕсенчен ытларахăшĕ техникумсенче ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ. Вĕсен хушшинче спортпа туслă çамрăксем пулнине те асăнмасăр иртеймĕп. Сăмахран, Пиçенер ялĕнче çуралса ÿснĕ Геннадий Николаев шкул вăхăтĕнчех çивĕчлĕхпе харсăрлăхпа палăрнă, спорт ăмăртăвĕсенчен çĕнтерÿпе таврăннă. Районта ирттернĕ Призывниксен кунĕнче те спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе вăй виçсе тĕлĕнтернĕ.
Мăн Ямашри Сергей Константинова та ку тăрăхра спортсмен пулнăран аван пĕлет ял-йыш. Каччă Шупашкарта Олимп резервĕсене хатĕрлекен училĕщĕре пĕлÿ илчĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Вăл та паян тăван çĕршыва сыхлать. Ытти каччăсем пирки те ÿпкелешсе калаçмалли çук, ăс-хакăл енчен те, сывлăх тĕлĕшĕнчен те çирĕп яш-кĕрĕм хĕсметре тăрать.
Пурнăçне çарпа çыхăнтарнисем те пур-ха пирĕн тăрăхра. Иртнĕ çул акă, Прашкушкăнĕнчи Александр Никифоров аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн контракт çырчĕ. Халĕ Псковра çар ретне тăрать. Отпуска килсен службăпа кăмăллă пулнине хăпартлансах каласа панăччĕ. Ÿкĕнмест вăл кун пек утăм тунишĕн.
Шкул сакки çинче ларакан çамрăксене çар пĕлтерĕшĕ çинчен каласа парас тĕлĕшпе тăтăшах тĕрлĕ мероприяти йĕркелетпĕр. Хĕсметре тăнисемпе тĕл пулусем ирттеретпĕр. Афган вăрçине хутшăнса пуçне хунă ентешĕмĕр Олег Прокопьев та çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх. Унăн паттăрлăхĕ çинчен Шĕмшеш ял тăрăхĕнчи кашни ачах пĕлет. Çавăн пекех Шалти ĕçсен тытăмĕнче ĕçленĕ, Улăх-Шĕмшеш ялнче çуралнă Борис Казаков ятне те çамрăксем нихăçан та манмĕç. Çулсеренех март уйăхĕнче паттăр йĕркелĕх хуралçине асăнса мини-футбол вăййисем иртеççĕ. Унпа пĕрле службăра тăнă ĕçтешĕсем Шĕмшеш шкулĕн вĕренекенĕсемпе паттăрлăх урокĕсем ирттереççĕ.
Çакăн пек мероприятисем ĕнтĕ салтак ят-сумне, çар службин пĕлтерĕшне ÿстерме пулăшаççĕ те. Паллах, ку чухне çемьери воспитани, ашшĕ- амăшĕн сăмахĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине те палăртмасăр иртме çук.
Владислав ТАРАСОВ,
çар учечĕ енĕпе ĕçлекен специалист.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета