28 октября 2016 г.
Шĕмшеш ял тăрăхĕнчен чылай паллă çын тухнă. Вĕсен йышĕнче çыравçăсем пурри те савăнтарать. Çак кунсенче Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнакан Геннадий Александрович Яковлев-Шумшеваш 65 çулхи юбилейне паллă тăвать.
Çыравçă Шĕмшеш ялĕнче çуралнă. Шкултан вĕренсе тухсан Канашри педагогика училищинче, унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче, Мускаври Аслă парти шкулĕн хаçат ĕçченĕсене хатĕрлекен уйрăмра пĕлÿ илнĕ. Ентеш Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски шкул-интернатра директор çумĕнче тата вĕрентекенре тăрăшнă. Ĕçченлĕхне кура ăна культура пайĕн ертÿçине те лартаççĕ. Геннадий Яковлев вĕрентекен кăна мар, вăл - журналист та. 1983-1990 çулсенче Геннадий Александрович Сĕнтĕрвăрри район хаçачĕн тĕп редактор çумĕнче, 1990-2007 çулсенче редакторта тимленĕ.
Геннадий Яковлев - паллă çыравçă, публицист. Вăл шкулта вĕреннĕ чухнех сăвăсем шăрçаланă. «Эпĕ ача чухнех çырма пуçланă. Пĕрремĕш гонорара, вăл 1 тенкĕ те 7 пусчĕ, «Ленин çулĕпе» хаçат панăччĕ. Эпĕ хам тăрăшса ĕçлесе илнĕ укçапа ялти лавккаран канфет туянса пĕрле вĕренекенсене хăналанине халĕ те лайăх астăватăп», - каласа парать çыравçă. Шăпах район хаçачĕ ăна пултарулăх çулĕ çине тăма пулăшнине те пытармасть. Миçе çул ĕнтĕ Геннадий Александрович литература лаççинче чун хавалĕпе илемлĕ хайлавсем «шăрантарса» кăларать. Çав вăхăтрах вăл кăсăклă темăсемпе çĕршер очерк, тĕрленчĕк, фельетон, статьясемпе калавсем, повеçсем çырать. Унăн хайлавĕсем республикăри хаçат-журналта, Мускавра тухса тăракан пичет кăларăмĕсенче те çуталаççĕ.
«Эпĕ хам валли псевдоним суйланă чухне нумай шутламарăм. Хамăн тăван ял чуна çывăх пулнăран Шĕмшеш ята суйласа илтĕм», - каласа парать Геннадий Александрович. Вăл тăван çĕре, тавралăха юратни унăн сăввисенче те яруççăн палăрать. Паллă çыравçăна, Раççей Федерацийĕн писательсен Союзĕн членне, журналиста, СССР журналистсен Союзĕн членне, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, республикăри журналистсен С.В.Элкер ячĕллĕ преми лауреатне, А.Ф.Талвир ячĕллĕ преми лауреатне халалласа Элĕкри тĕп библиотекăра «Чĕре хĕлхемĕ» литература сехечĕ ирттернĕ, «Пархатарлă кун-çул» кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Унăн «Чĕре хĕлхемĕ», «Юрату шуçăмĕ», кĕнекисене çынсем юратсах вулаççĕ. Çыравçăн сăввисемпе вун-вун юрă кĕвĕленĕ.
Ĕç ветеранĕ паян та ахаль лармасть. Геннадий Яковлев Интернет кăларăмĕсемпе çыхăну тытать. Заказпа статьясемпе памфлетсем çырать. Унăн ятне Чăваш Республикин Журналистсен тата Элĕк район энциклопедийĕсене кĕртнĕ.
В.СИВВИ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета