Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шĕмшеш чиркĕвĕнче - юсав ĕçĕсем

20 сентября 2016 г.

Шĕмшеш салинче ĕлĕкрен тытăнса тăракан палăксенчен пĕри - Çветтуй Троицки чиркĕвĕ. Хастар та пуçаруллă çынсем тимленипе çĕнĕрен уçнă чиркÿре 1997 çултанпа пĕр юсав ĕçĕ те ирттермен. Çавна май Турă çурчĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Çуртăн тăрри те, никĕсĕ те самаях çĕрсе, арканса пĕтнĕ.

Шел пулин те, чиркÿ çурчĕ çĕнĕ чухнехи сăнне те палăрмаллах çухатнă. Телее, паянхи кун чиркÿре строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Храма кĕмелли кашни крыльца умĕнчех картлашкасене юсаса çĕнетеççĕ. Çуртăн тавралли ĕçсене пурнăçланă. Турă çурчĕн никĕсне йĕри-тавралла тĕпрен çĕнетнĕ. Халĕ чиркÿ çумĕнчи çулсене тума пуçланă: чиркÿ хапхи патĕнчи вырăна вак чул сарнă, çиелтен асфальт хума планланă. Шалалла утса кĕмелли тротуарсене брусчатка сараççĕ. Çавăн пекех çурт тăррине вырăнăн-вырăнăн çĕнетнĕ, çумăр аннă шăтăксене саплама май килнĕ.

Çак пархатарлă ĕçе пурнăçлама «Аликовская МСО» строительство организацийĕн ĕçченĕсем пысăк пулăшу параççĕ. Чиркÿ çуртне хăтлăх кĕртме ырми-канми тăрăшаççĕ. Анчах та укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çивĕч тăнăран спонсорла пулăшу кÿни вырăнлă. Строительство материалĕсем кÿрсе килсен е ытти пулăшу парсан та чиркÿре ĕçлекенсем хирĕç пулмĕç. Ырă ĕç туни ырăпах таврăнать тенине манмалла мар.

И.ИВАНОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика