26 августа 2016 г.
Ял çынни паян пĕр-пĕр техникăсăр хăйне алăсăр евĕрех туять-тăр. Çавăнпа май килнĕ таран хушма хуçалăха аталантарма, пай çĕрĕсем çинче ĕçлеме трактор туянать. Шĕмшеш тăрăхĕпе тишкерес пулсан ку енĕпе уйрăмах Прашкушкăньсем пуçарулăх кăтартаççĕ. Сăмахран, Юрий Ефимовăн хуçалăхĕнче «СК-Нива» комбайн, ЮМЗпа МТЗ-80 «хурçă утсем» пур. Çĕр ĕçĕпе ĕçлеме ытти агрегатсем те çителĕклех. Ку чухне Михаил Семенова, Анатолий Удиванова, Андриян Сидорова, Анатолий Полякова, Юрий Михайлова, Николай Ефимова, Валерий Захарова, Николай Никифорова та асăнмасăр иртеймĕн. Кашнин кил хуçалăхĕнчех е «Беларусь», е МТЗтата Т-40 тракторсем, «уй-хир карапĕ» пур. Çĕр ĕçне чунтан парăннăскерсем хăйсен пай çĕрĕсем çинче ака-суха ĕçĕсене тунипе çеç çырлахмаççĕ. Ял тăрăхĕнчи чылай çемьене техника тĕлĕшĕнчен пулăшу кÿреççĕ.
И.ИВАНОВА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета