Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеш çамрăксем Мускав шайĕнче палăрнă

01 июля 2016 г.

Иртнĕ эрнере Мускавра иртнĕ «Çамрăк профессионалсем» IV Наци чемпионатĕнче пирĕн районтан тухнă икĕ çамрăк харăсах çĕнтерÿçсен йышне кĕнĕ. Тĕлĕнмелле, анчах вĕсем иккĕшĕ те пĕр-пĕрне палламаççĕ, унсăр пуçне çак сумлă ăмăртура Чăваш Ен чысне те хÿтĕлемеççĕ.

«Вĕсем тин кăна професси суйласа илнĕ, çав вăхăтрах чи лайăххисен йышне кĕме пултарнă. Строительсем, ювелирсем, платниксем, парикмахерсемпе дизайнерсем. Мускав колледжĕсенчи студентсен пĕрлештернĕ команди вара кăçал - чемпион. «Çамрăк профессионалсем» наци чемпионатĕнче çĕнсе илнĕ медальсен шучĕпе - çĕршывра пĕрремĕш. Çак çĕнтерÿпе студентсене Мускав мэрĕ саламларĕ», - тесе пĕлтерет Мускав хулинче тухса тăракан «ТВ Центр» канал. Шăпах Сергей Собянин тав сăмахне тивĕçнĕ студентсем хушшинче пирĕн районти Мăн Этмен ялĕнче çуралса ÿснĕ Татьяна Чугунова та пур. Татьяна Мăн Ямашри вăтам шкулта 9-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти 4-мĕш №-лĕ професси училищине вĕренме кĕнĕ. Элĕк пики «печатник плоской печати» специальноçа суйласа илнĕ. Тăрăшуллă хĕрачана кунта ĕçлекен Ираида Карпова мастер асăрханă, малалла вĕренме çĕршывăн тĕп хулине кайма сĕннĕ. «Ираида Николаевна мана пур енлĕ пулăшу пама тăрăшрĕ. Вăл çине тăнипех Мускаври Иван Федоров ячĕллĕ издательствăпа полиграфи колледжне вĕренме кĕтĕм», - каласа парать Татьяна электрон çырупа çыхăну тытнă май. Кунта та пирĕн ентеш тăрăшулăхпа палăрать. Тĕрĕссипе, çак ен унăн ачаранах аталаннă.

- Пĕчĕкренех ĕçе вĕрентнĕшĕн, яваплăха туйма хăнăхтарнăшăн, манăн пуçарусене ырланăшăн, тĕрĕс çул çине кăларнăшăн аттепе аннене, асаттепе асаннене тав тăватăп, - пĕлтерет Татьяна.

Хăй ÿссе çитĕннĕ çемьере туслăха хаклама вĕрентнине те пытармасть. Ашшĕ, Николай Фадеевич, тата амăшĕ, Альбина Андреевна, виçĕ ачине кирек хăçан та пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулма хăнăхтарнă. «Асаттепе асанне - Анна Васильевнăпа Фадей Иванович - маншăн чи ырă çынсем, вĕсенчен тĕслĕх илсе пурнăçа хамăр алăпа тумаллине ăса илнĕ», - малалла каласа парать çĕршыв шайĕнче 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ Мăн Этмен хĕрĕ.

Çĕршыври чи пултаруллă çамрăксем хушшинче палăрнă тепĕр çамрăк вăл - Дмитрий Кодяков. Дима Çулавăç ялĕнче çуралнă, Йăлкăшри тĕп шкултан 9-мĕш класса пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти 18-мĕш №-лĕ техникумра пĕлÿ илнĕ. Алла дип-лом илнĕ хыççăн юсав мастерскойĕнче ĕçе тытăннă, тепĕр çур çултан ăна бульдозер машинистне вĕренме стажировкăна янă. Чăваш каччи кунта хăйне лайăх енчен кăна кăтартнă, Мордва Республикинче пулма ĕлкĕрнĕ. Пĕлтĕртенпе вăл Саха Республикинче (Якути) бульдозерпа ĕçлет.

Мускавра иртнĕ сумлă конкурсра та Дима Якути чысне хÿтĕленĕ. Çулавăç каччи хĕрÿ кĕрешÿре 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Тĕрĕссипе, Димăпа Татьяна çитĕнĕвĕсем пирĕн республикăшăн чи çÿллĕ шайра. Чă- вашсем хушшинче «ылтăнпа» «кĕмĕл» таран хăпарни пулман.

Мĕнех, Элĕк çамрăкĕсем çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнче пулсан та, кирек хăш регион чысне хÿтĕлесен те пирĕншĕн хамăрăннисемех пулса юлаççĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсем пирĕншĕн хаклă. Хамăр енчен вĕсене малашне çитĕнÿсем тума сунатпăр. Маттурсем эсир, ентеш çамрăксем! Тен, малашне чăваш хĕрĕсемпе яшĕсем те çĕршыв тата тĕнче шайĕнче хамăр республикăн чысне хÿтĕлеме пултарĕç. Ахальтен мар пирĕн халăх ĕçченлĕхпе палăрса тăрать.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика