01 июля 2016 г.
Шĕмшеш салин магазинĕ хитрен курăнать, вĕр çĕнĕ тейĕн ăна. Шала кĕрсен те йĕркелĕхпе типтерлĕх тÿрех тыкăнларĕç. Ун пек çĕрте ĕç-хĕл кал-кал пулса пырасси те паллă.
Чăннипех те çапла. Районти потребительсен обществин суту-илÿ предприятийĕ хăйĕн професси уяне - Коопераци кунне çитĕнÿпе кĕтсе илнĕ.
- План-задание кашни уйăхрах чыслăн пурнăçлатпăр. Июньте те 1 миллион тенкĕлĕх ытла тавар сутрăмăр, - терĕ магазин заведующийĕ Мария Удиванова.
Виççĕн вĕсем - ырă ĕмĕт-тĕллевпе вăй хуракансем. Кашниех бухгалтера вĕреннĕ. Халĕ пĕлĕвне кулленхи ĕçре çирĕплетеççĕ. Вĕсен суту-илÿри опычĕ те пысăк. Мария Удиванова сентре умĕнче 20 çул тăрăшать пулсан, Ольга Шатрова - 13, Венера Трофимова 10 çул тимлеççĕ. Тавар туянакансене ăшă кăмăлпа кĕтсе илсе туллин тивĕçтернинчен пахи мĕнех пултăр сутуçăшăн. Çавăнпах магазин ял çыннисен юратнă вырăнĕ пулса тăнă. Пысăк ушкăн ир-ирех тулли витресемпе çитет. Шĕмшешсем сĕт сутас ĕçе хаваспах хутшăнаççĕ. Ку хаклă чĕр тавара пухакансем ку тăрăхра татах та пур. Ял çыннисем вара сĕте уйрăм çынсене мар, магазинах параççĕ. Ку пархатарлă ĕçе хĕрĕх çын ытла хутшăнать. Салара 2-3 ĕне тытакансем те пур. Сергей Ялитов, сăмахран, куллен 50 килограма яхăн сĕт парать. Вячеслав Чернов, Зинаида Федорова та ун хыççăнах «хăвалаççĕ». Сутуçăсем хăйсем те çак кирлĕ те пархатарлă ĕçрен аякра тăмаççĕ. Вĕсен ырă тĕслĕхĕпе ыттисем те тимлеççĕ. Çапла суту-илÿ ĕçченĕсем кулленех 700 килограмран кая мар сĕт хатĕрлесе параççĕ. Ку енĕпе малта пыракансене хавхалантарассине йĕркеленĕ, тавара йÿнĕрех хакпа параççĕ. Сĕтшĕн таварпа, укçан та саплаштараççĕ, парнепе те чыслаççĕ. Магазин тĕрлĕ тавартан пуян.
Ăнăçлăх пуçарулăхпа çаврăнăçулăхран та нумай килет. Çур кунĕсенче сутуçăсем ял çыннисене бройлер чĕпписем, чăхсем те туянтарнă. Суту-илÿ предприятийĕпе юнашарах вăтам шкул, ватă çынсен çурчĕ те вырнаçнă. Кунти ĕçченсем тавар туянма таçта аякка çÿремеççĕ, мĕн кирлине çывăхри магазинтах илеççĕ. Çапла суту-илÿ центрĕ вырăннех шĕмшешсен магазинĕ. Тĕрлĕ таварĕ куç тулли, çыннисем те ырă кунта.
Елена САВЕЛЬЕВА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета