Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе

13 мая 2016 г.

СССР çине нимĕç вăрă-хурахĕ тапăнса кĕнĕренпе кăçалхи июнĕн 22-мĕшĕнче 75 çул тултарать, çав хăрушă та тискер вăрçă вут-çулăмне сÿнтернĕренпе 71 çул çитрĕ. Калас пулать, хальхи мирлĕ те телейлĕ пурнăçшăн пирĕн атте-асаттесем, пичче-аппасем усал та ирсĕр тăшмана хирĕç тăнă: чылайăшĕ вилнĕ, хăшĕсем аманса сусăр пулса юлнă, теприсем вара çĕршыва çав-çавах упраса хăварса тăван киле чаплă çĕнтерÿпе таврăннă. Шел пулин те, Мăн Ямаш тăрăхĕнче фронтовиксем юлмарĕç: вăрçăн юлашки салтакĕ, Яккушкăньре пурăннă Григорий Кузьмин сержант 5 çул каяллах çĕре кĕчĕ.

Çапăçу хирĕнче е киле таврăнса вилнĕ ентешсене манмаççĕ: вĕсен ячĕпе лартнă йывăçсене тата ял варринчи палăка кирлĕ пек пăхса-юсаса тăраççĕ. Ку енĕпе ялти вăтам шкул коллективĕ тата вĕренекенсем хăйсенчен мĕн кирлине тума тăрăшаççĕ. Акă, Çĕнтерÿ кунĕнче те вĕсемех чи малтан палăк умне пуçтарăнчĕç. Таврара совет композиторĕсем кĕвĕленĕ «Священная война», «Хотят ли русские войны;», «День Победы» тата ытти патриотла юрăсем янăраççĕ.

Хĕвеллĕ те ăшă çанталăк та митинга пухăннисен кăмăлне çĕклет. Палăк умĕнче, акă, Мăн Ямашпа Яккушкăнь ялĕсенчи ĕçпе тыл ветеранĕсем лараççĕ: 89-ти Анна Максимовăпа 82-ри Фекла Белецкая, 82-ри Станислав Даниловпа 80-ри Леонид Еремеев.

Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе шкул директорĕ Олег Данилов анлă доклад туса пачĕ, пурне те ăшшăн саламларĕ, шкул ачисене вĕренÿ çулне ăнăçлă вĕçлеме ырлăх-сывлăх сунчĕ. Çавăн пекех митинга район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Зиновий Федоров, Шĕмшеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Семенов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Сергей Волков фермер тата Чăваш халăх культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, краевед-писатель Геннадий Савельев хутшăнчĕç, сăмах тухса каларĕç. Уяв программине шкул директорĕн çумĕ Ирина Белецкая йĕркелесе пычĕ.

Г.САВЕЛЬЕВ, журналист.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика