12 февраля 2016 г.
Районта 90, 95, 100 çул тултаркан хисеплĕ ватăсене саламласси тата Кремльтен килнĕ салам çырăвне вуласа парасси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Февралĕн 10-мĕшĕнче Шĕмшеш ялĕнче пурăнакан Пелагея Ефимовна Шумилова 90 çул тултарчĕ. Çав ятпа ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Галина Григорьева тата Шĕмшеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Иванова саламларĕç.
Пелагея Ефимовна Элеккенушкăнь ялĕнче 1926 çулта çуралнă. Ачаранах хуçалăхра ĕçленĕ. Ашшĕ вăрçăра вилнĕ. Вăрçă çулĕсенче Пелагея Шумилова вăрмантан лашапа вутă та илсе тухнă, окоп та чавнă. Вăрçă пĕтсен те тăван хуçалăхра тăрăшнă. Чылай çул сысна ферминче вăй хунă. 1959 çулта вăл пĕртен-пĕр ачине Галинăна кун çути парнеленĕ. 1982 çултанпа вăл хĕрĕ патĕнче пурăнать. Ăна 6 мăнукпа 8 кĕçĕн мăнук пурăнма вăй-хăват парса тăрать. Пелагея Ефимовна çулĕсене пăхмасăр май çитнĕ таран кил хуçалăхра пулăшать.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета