Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕсем илĕртеççĕ

05 февраля 2016 г.

Чăваш хĕрарăмĕ ĕçсĕр ларма юратмасть: пушă вăхăт тупăнсанах алсиш-чăлха çыхать е хитре тĕрĕсем ăсталать. Паллах, çак ĕçсене валли чи малтан сурăх çăмĕнчен çип арласа хумалла тата тĕрлĕ тĕслĕ тĕрĕ çипписем туянмалла. Ĕçлеме ларсан çыннăн ăсталăхĕ те пулмалла. Кăна вара, хĕрсене, амăшĕсем ачаранах хăнăхтарса пыраççĕ. Чунтан тăрăшса тĕрленĕ шурă тутăрсене, ал шăллисене, минтер пичĕсене, сăмса тутрисене тата алсиш-чăлхана эпир пасарсенче юратсах туянатпăр.

Алĕç ăстисен япалисене музейсенче тата куравсенче курма пулать. Мăн Ямашри вăтам шкулăн иккĕмĕш хутĕнчи коридор стенисенче аслă классенче вĕренекенсен Карина Семенован, Дина Павловăпа Инна Максимовăн, Динăпа Светлана Савельевăсен тата Вальăпа Нелли Яковлевăсен тĕррисем уйрăмах хитре тата куçа илĕртеççĕ. Хĕрсен ĕçĕсемпе учительсем çеç мар, ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă, шкул хăнисем те вĕсемпе интересленеççĕ.

Геннадий САВЕЛЬЕВ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика