15 января 2016 г.
Тутлă та сĕтеклĕ апат çимĕçпе сăйласси - кашни поварăн тивĕçĕ. Çакна шута илсе ĕçлеççĕ те Мăн Ямашри вăтам шкулти столовăйĕнче Вера Барановăпа Наталия Яковлева поварсем. Иккĕшĕ те çамрăк, ĕçчен, çивĕч, килĕштерсе ĕçлеççĕ, пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Вĕсем шкул ачисен кăмăлне тивĕçтерес тесе нумай вăй хураççĕ, ырми-канми ĕçлеççĕ. Ĕç вырăнĕ çутă та таса. Кунта тирпейлĕх хуçаланать.
Шкул ачисене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ: пĕрремĕш тата тăваттăмĕш уроксем хыççăн. Шкул çумĕнчи «Юмах» ача пахчине çÿрекенсене виçĕ хутчен апатлантараççĕ. Чăн-чăн ăстасем вĕсем. Мĕн кăна пĕçерсе çитермеççĕ-ши; Купăстапа пăрçа яшки, борщ, пулă шÿрпи... Кашни хăйне май тутлă. Гуляшĕ, котлечĕ, салачĕ... ытла та техĕмлĕ! Çимесĕр чăтма май çук. Ыр шăрши шкулĕпе сарăлать, тутлă апатне çиме йыхравлать.
Пирĕн шкулта столовăйне вĕренекенсем хапăл тусах çÿреççĕ. Мĕнле чăтайăн-ха унти тутлă апата çимесĕр; «Ах, ытла та тутлă пулчĕ паян рис пăттипе чăх ашĕ», - илтетĕн калаçса тăракан шкул ачисенчен. «Мана темшĕн çакăнти ирĕлсе кайса пиçнĕ пăрçа яшки ытларах килĕшет», - хутшăнать иккĕмĕшĕ. «Эпĕ вара купăста, кишĕр, кăшман салачĕсене юрататăп. Çыннăн кашни кун пахча çимĕç çимелле. Вăл организма питĕ кирлĕ», - пĕлтерет хăйĕн шухăшне виççĕмĕшĕ. «Мана вара пĕтĕм апачĕ килĕшет. Эпĕ пурне те киленсех çиетĕп», - калаçăва хутшăнать тепри. Çапла, тутлă пĕçереççĕ Мăн Ямашри вăтам шкулта, унти апата никам та тиркеймĕ. Пылак чейĕ, киселĕ, компочĕ пурин кăмăлне тивĕçтерет.
Ĕçне кура - хисепĕ. Тутлă апатшăн тав тума та манмаççĕ шкул ачисем. «Тавта пуç, пысăк тав, апачĕ тутлă пулчĕ, тавах», - ырă сăмахсем янăраса тăраççĕ чашăк-тирĕк сассипе пĕрле столовăйĕнче. Чăннипех те пирĕн поварсем мухтава тивĕç.
Людмила АНДРЕЕВА,
Мăн Ямашри вăтам шкул.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета