Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр, пиротехника хатĕрĕсем!

29 декабря 2015 г.

Паян уяв тĕлне, шел пулин те, çынна пысăк инкек кÿме пултаракан пиротехника хатĕрĕсене (петарда, фейерверк, ракета) туянатпăр. Çакăн йышши япаласемпе усă куриччен хăш-пĕр правилăна яланлăхах асра тытса юлăр, вĕсем сире инкекрен сыхланма пулăшĕç. Мĕнпур пиротехника хатĕрĕсемпе урамра çеç усă курма юрать. Унăн илемĕпе килениччен чи малтан хăрушсăрлăх инструкцине вуласа тухăр. Пиротехника хатĕрĕсемпе çил çеккунтра 5 метртан ытла вĕрет пулсан çеç усă курăр. Салютсене алăра тытса вĕçтерме, усă курмалли тапхăр иртнĕ пулсан унпа усă курма юрамасть. Çавăн пекех ачасене те хăйсем тĕллĕн салют яма ирĕк памалла мар. Тĕрĕссипе, пиротехника хатĕрĕсене çула çитмен çамрăксене вуçех те сутма юрамасть. Çакна та асра тытăр, кăмăла çĕклекен йĕпеннĕ е нÿрелнĕ салютсене ăшă пăрăхĕсем, ăшăтакан хатĕрсем çине хурса типĕтме юрамасть. Пиротехника хатĕрĕсене суйланă чухне арканнă, лапчăннă вырăнсем пулманнине тимлĕх уйăрăр. Хăвăр тĕллĕн хатĕрленĕ пиротехника хатĕрĕсемпе вуçех те усă курма юрамасть.

Усă курнă пиротехника хатĕрĕсене 24 сехет хушши шывра тытмаллине ан манăр. Енчен те салют сирпĕнсе хăйĕн илемĕпе савăнтармарĕ пулсан та ун çывăхне пыриччен 10 минут тăхтăр. Çавăн пекех фителĕ çунса пĕтнĕ салюта та тепĕр хут чĕртме юрамасть.

Çĕнĕ çул уявĕ кашнинех телейпе савăнăç çеç парнелетĕр, инкек-синкекĕ аякра çÿретĕр.

В.ПРОКОПЬЕВ,

районти пушар надзорĕн инспекцийĕн начальникĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика